Улатăр тăрăхĕнче аваллăх палăкĕ чылай

21 Апр, 2014

Улатăрти тавра пĕлÿ музейĕнче "Чăваш Енри археологи палăкĕсем. Вĕсене тĕпчени тата упрани" ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта хула администрацийĕн ĕçченĕсем, тĕн çыннисем, истори предметне вĕрентекенсем, тавра пĕлÿçĕсем, студентсемпе шкул ачисем хутшăннă. Ларура Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх сотрудникĕсем хисеплĕ хăнасен йышĕнче пулнă.

Мероприятие Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Самойлов уçнă. Владимир Николаевич палăртнă тăрăх - археологи теми паян çивĕч тата пуриншĕн те интереслĕ. Уйрăмах - Улатăрсемшĕн. Мĕншĕн тесен Улатăр çĕрĕ çинче архитектура палăкĕсене упрас тата сыхлас енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Куншăн вырăнти тата республикăн тĕп хулинчи археологсемпе тавра пĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем тав сăмахне тивĕç.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕ Наталья Березина палăртнă тăрăх - Улатăр районĕнчи чи авалхи палăксем - мезолит тапхăрĕнчисем упранаççĕ. Вĕсем 8-9 пин çулта, Сурский Майдан тата Стемас салисен çывăхĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне Улатăр çĕрĕ çинче тимĕр ĕмĕрĕн пуçламăш тапхăрĕнчи хулашĕ, сăртла купаланă вил тăприсем тата "Завод уçланки" /вун çиччĕмĕш ĕмĕрте кантăк завочĕ пек паллă пулнă/. Шел те, паян унран ишĕлчĕксем кăна юлнă. Çавăн пекех Улатăр енче пытарнă мула чылай тупнă. Авалхи укçапа çурт-йĕрте усă куракан япалана нумай чавса кăларнă. Наталья Степановна пухăннисене "Археологическая карта Чувашской Республики" кĕнекепе те паллаштарнă. Кунашкал кĕнеке республикăра пĕрремĕш хут пичетленсе тухнă. Хальлĕхе унта алфавит йĕркипе Улатăртан пуçласа Красноармейски районĕсем таранччен кăна кĕнĕ. Ытти район тепĕр икĕ томне кĕрĕ. Паян асăннă кĕнекере Улатăр районĕнчи 112 палăк пирки çырса кăтартнă.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ Николай Мясников Улатăр тăрăхĕнче пĕлтĕр ирттернĕ экспедици çинчен тĕплĕн каласа панă. Николай Станиславович палăртнă тăрăх - Улатăрсем Раççейри тĕрлĕ хуларан килекен археологсене тăтăш кĕтсе илеççĕ. Наука сотрудникĕн Александр Березинăн докладне те пухăннисем кăсăкланса итленĕ. Александр Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх - 1953 çулта Улатăр çывăхĕнче 300 пин çул каялла пурăннă мамонт йăхĕнчи кăнтăр слонĕн шăммине тупнă. Çав тĕллевпе кунта СССР Наукăсен академийĕ ятарлă экспедици те ирттернĕ. Кунсăр пуçне Березовый Майдан, Иваньково-Ленино, Явлей, Стемас, Çĕнĕ Эйпеç, Кувакино, Ичикс ялĕсен çывăхĕнче мамонтăн шăммисене тата асав шăлĕсене чавса кăларнă.

Рубрика: