Ырă вăрлăх ырăлăх кÿрет

6 Июн, 2017

ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма пĕлÿ паракан «Шкул тулашĕнчи ĕç-хĕлĕн «Эткер» центрĕ» Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă пултарулăх конкурсĕн «Çемье йăли-йĕрки манăн пурнăçăмра: иртнĕ тапхăрта тата малашлăхра» номинацийĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Даниил Макаров лауреат ятне тивĕçнĕ.

Пиччĕшĕпе шăллĕ

Шкулта пур предметпа та тăрăшса вĕренекен Даниил, паллах, учитель урокра ăнлантарса панипе кăна çырлахмасть: кĕнеке-журнал вулама юратать, канăçсăрлантаракан ыйтусен тупсăмне Интернет уçлăхĕнче уçăмлатать, ашшĕ-амăшĕн сĕнÿ-канашне тивĕçлипе хаклать. Шкулта ирттерекен викторина-конкурса кăна мар, район, республика шайĕсенче йĕркеленисене те пĕрремĕш класран пуçласах пуçаруллă хутшăнать тата чылай чухне малти вырăнсене йышăнать. Акă, тĕслĕхрен, пĕлтĕр кăна «Шăнкăрч вĕçсе килчĕ» экологипе тĕпчев ĕçĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм тĕнчери «Хăрушсăрлăх хутлăхĕ» конкурсăн «Тавра курăм» проектĕнче, Раççейри «А.С.Пушкин пултарулăхĕ» конкурсра, онлайн мелпе ирттернĕ «Вырăс чĕлхи Пушкинпа пĕрле», «Çамрăк предприниматель», Мускаври математикăн V олимпиадисенче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

…Чăваш Енри вĕренÿре ырă тĕслĕх кăтартакан тата общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнакан 46 ача 2016 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри Çĕнĕ çул уявĕнче савăннă. Вĕсен йышĕнче лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан, тĕрлĕ ăмăртура тата конкурсра çĕнтернĕ Даниил Макаров та пулнă. «Çĕршывăн тĕп елкине каймашкăн хама суйласа илнишĕн чăннипех савăнтăм. Республикăн район-хулинчен пухăннă тантăшсемпе çул тăршшĕпех калаçса пынă май вăхăт сисĕнмерĕ те. Пире «Бета» хăна çурчĕн 24-мĕш хутĕнчи хăтлă пÿлĕме вырнаçтарчĕç, кунне виçĕ хут тĕрлĕ апатпа сăйларĕç. Куклачев кушакĕсен театрĕнче пултăмăр, «Хĕллехи юмах» спектакле пăхса килентĕмĕр. Эпир чăваш тумĕпе, республика символикине сăнлакан галстукпа çÿрерĕмĕр.

Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче вара Кремль керменĕнче Çĕнĕ çул чăрăшĕ тавра юрласа çаврăнтăмăр, «Лукоморье» юмах курса савăнтăмăр, уяв парниллĕ пултăмăр», — пĕлтерчĕ Даниил çĕкленÿллĕ кăмăлпа. Тепĕр кунне те хула тăрăх кăтартса çÿренĕ Мускав хăнисене, Хĕрлĕ тÿремпе, Воробьев тăвĕсемпе паллаштарнă. Ĕмĕр асра юлмалли туйăмсемпе Чăваш хутлăхĕн маттур ачисем тăван ене раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче таврăннă.

2017 çулхи çитĕнĕвĕсем те кăтартуллă Даниилăн: кăрлач уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри «РобоФест — 2017» ăмăртăвăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕнче робота инструкци тăрăх пухса, ăна шорт-трек траекторийĕпе куçармашкăн программа хатĕрлесе тата унăн çÿревне тĕрĕслесе юлташĕпе 2-мĕш вырăна тухнă. Вера Нагорнова вĕрентекен ертсе пынипе кĕçĕн классенче вĕренекенсен ăс-хакăл вăййисенче вăл 3-мĕш вырăн йышăннă.

Республикăри пултарулăх музейĕнче ирттернĕ «ЭКО — эпĕ, ЭКО — эпир, ЭКО — тĕнче» сăн ÿкерчĕксен конкурсне вăл тăратнă ĕçсене те жюри пысăка хурса хакланă. Даниил пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр: пиччĕшĕн ырă витĕмĕ хавхалантарса тăрать ăна.

Дима та тĕрлĕ олимпиадăра пĕрре кăна мар çĕнтернĕ. Икĕ çул каялла, тĕслĕхрен, район шайĕнчи олимпиадăра ултă предметпа малти вырăнсене йышăннă, Пĕтĕм Раççейри Ветерансен пĕрлĕхне халалланă конкурсра 2-мĕш вырăна тухнăшăн чăваш хутлăхĕнчен ăна кăна кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. Çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакласа çав çул ăна «Артека» канма янă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.