Халĕ Интернет та чăвашла калаçать

21 Апр, 2014

РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкулта ачасене чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕлÿ паракан Татьяна Петрова конкурс-фестивальсенче çулленех пултарулăхпа палăрать. Кăçал та Татьяна Николаевна Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен хушшинче иртнĕ уçă уроксен фестивалĕнче - пĕрремĕш, çак енĕпех республика шайĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕренекенĕсем те унран ырă тĕслĕх илеççĕ, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче, конференцисемпе олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çитĕнÿ мĕнрен килет-ха? Т. Петрова унăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать.

- Тăван чĕлхепе литературине, тăван ен культурине вĕрентесси - маншăн калама çук пысăк чыс. Пирĕн ĕç яваплă та пархатарлă: çамрăк ăрăва ашшĕ-амăшĕн ытарми илемлĕ те çепĕç чĕлхине чун-чĕре юратăвĕпе ăша хывма вĕрентес, сĕткенлĕхĕпе паркалантарас килет. Ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама шкулта халĕ майсем çителĕклĕ. Çав вăхăтрах илĕртÿ, туйăм тата ăс-хакăл мелĕпе те усă куратпăр. Пĕр кунрах е эрне-уйăхрах çимĕç памалли ĕç мар пирĕн, анчах вăл тарăн тымар ярасса, вăхăт çитсен савăнтарасса шанатпăр.

Саманапа пĕрле чĕлхе те аталанать, сумĕ çĕкленет. Халĕ Интернет та чăвашла калаçать. Вĕрентекен çĕнĕ технологисемпе анлă усă курать, ачана пултарулăхĕпе талантне уçса пама тăрăшать, кун-çул уттинчен юлмасть. Паллах, хамăрăн та нумай улшăнмалла.

25 çул хушшинче çĕр-çĕр çамрăка пурнăç çулĕ çине кăлартăм. Уйрăмах пултаруллисемшĕн вăй-хал та, вăхăт та шел мар. Вĕсем хăйсен талантне ăçта кăна тĕрĕслемерĕç пулĕ? Тăван республика чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме пултарнăшăн епле-ха савăнмăн? Иртнĕ виçĕ вĕренÿ çулне аса илес килет. Надежда Степановăна, Наталия Ивановăна, Ирина Терентьевăна, Анастасия Салдакеевăна, Екатерина Николаевăна, Александр Леонидова тата Василий Иванова яланах ырăпа аса илетĕп.

Ку вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ ятсем палăрчĕç: Виолетта Аниферова, Анна Егорова, Карина Михайлова, Ксения Витальева, Вероника Андриянова... Виолетта, Анна, Вероника - çĕнтерÿçĕсем.

Эпĕ проект технологине çине тăрсах пурнăçа кĕртетĕп. Ăна пула ачасен уроксенче вĕренес туртăмĕ ÿсет. Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ те пире пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсенче çухалса кайман çынсем хатĕрлеме ыйтать. Икĕ кружок ертсе пыратăп: "Çамрăк çыравçă" тата "Радиокорреспондент". Вĕсене 20 ача çÿрет. Пĕрремĕшĕнче сăвă-калав çырма хăнăхаççĕ, тепринче Чăваш наци радиовĕпе "Мĕн вăл туслăх?", "Сăпайлăх çынна илем кÿрет", "Эпир - сывă пурнăçшăн" тата ытти темăпа калаçусем йĕркелеççĕ.

Юратса тунă ĕçĕн пархатарĕ пурах. Эпĕ вĕрентнĕ 20 ытла ача чăваш чĕлхипе литература учителĕн çулне суйласа илчĕç. Çакă мана малашне те тăрăшма хавхалантарать, вăй-хал хушать.

Анна Артемьева, Евгений Степанов, Дарья Карикова /11 класс/, Екатерина Николаева тата Василий Иванов /9"б" класс/ Чăваш чĕлхи кунне тата çуралнă кунĕ ячĕпе тăван халăхăмăра çутта кăларуçă И. Я. Яковлева халалласа çырнă сочинени конкурсĕнче ырă ята тивĕçрĕç. Вĕсем Аслă Вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне панă Халала тĕплĕн тишкерсе пысăк ĕç тунă. "Иван Яковлевич вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн "Чăваш халăхне панă халалĕ" паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатман. Вăл пирĕншĕн - пурнăç кĕнеки", - тенĕ Екатерина Николаева.

Татьяна Петрова

 

çырса илнĕ

Рубрика: