Чăваш чĕлхин кунне халалланă

21 Апр, 2014

Элĕкри тĕп библиотекăра "Чĕлхем, тăван чĕлхем" курав уçăлнă. Ăна чăваш чĕлхин кунне халалланă. Экспозицире - И.Я.Яковлевăн, Н.А.Андреевăн /Урхин/, В.К.Магницкин, Н.И.Ашмаринăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, çавăн пекех чăваш историне, культурине, йăли-йĕркине çутатакан кĕнекесем. Асăннă выставкăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чăлхине аталантарасси, наци культурине, йăли-йĕркине упрасси.

Кунтах Иван Яковлевăн "Халалĕпе" паллашма пулать. Чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхипе, юррисемпе мăнаçланать. "Манăн халăхăм çĕр пин сăмаха, çĕр пин юрра, çĕр пин тĕрре упраса хăварнă",- тенĕ вун тăххăрмĕш ĕмĕр вĕçĕнче И.Я.Яковлев. Вĕсен йышĕнче юрăсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Куравра чăваш музыка культурин ылтăн фондне кĕнĕ чăваш халăх юррисен пуххисем те вырăн тупнă. Вĕсенчен паллăраххи - В.П.Воробьевăн "Чувашские народные песни". Выставкăна "Чувашское народное творчество" ярăмри кĕнекесемпе "Писатели Чувашии" справочник та пуянлатаççĕ.

Рубрика: