Патриарх умĕнчи пысăк яваплăх

21 Апр, 2014

Аслă вĕрентÿçĕ çуралнă хутлăх... Вăл - культурăсемпе тĕнсен тăкăрлăкĕ, чĕлхе тĕлĕшĕпе тĕрлĕ ушкăна кĕрекен халăхсем тĕл пулнă вырăн. Вĕсене мĕн çыхăнтарать? Çак çĕр çинчи тăнăçлăх тата, нумай енĕпе ют пулсан та, çураçупа килĕшÿ пурри.

Кăнна Кушки Теччĕ районне кĕрет. Унта 25 пине яхăн çын пурăнать. Çав шутра: вырăссем - 34,7 процент, тутарсем - 32,7, чăвашсем - 22,7, ирçесем - 9,9 тата ытти халăх çыннисем - 0,6 процент. Районти 75 ялтан 15-ĕшĕ - чăваш ялĕ.

Ял историйĕ пирки уçăмлăн калани çук. Пĕр юмах-халап тăрăх вăл - 300 çулта, тепĕринпе - 1000-рен те ытларах. Кăнна Кушкисем хăйсем çапларах каласа панăччĕ: 1705 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи чăвашсен темиçе çемйи Кушкă вулăсне хыçа хăварса Кăнна шывĕ хĕррине вырнаçса ларнă-мĕн. Шăпах вĕсем пулнă теççĕ Иван Яковлевăн тăван ялне йĕркелекенĕсем.

Унта пуçласа 1998 çулта - Аслă вĕрентÿçĕн 150 çулхи юбилейне паллă тунă кунсенче - çитсе курнăччĕ. Иван Яковлев хăй вăхăтĕнче кунта пĕр класлă шкул, каярахпа икĕ класлине уçнă, ял ачисене Чĕмпĕре вĕренме илсе кайнă. Халĕ пархатарлă тăхăмĕсем хăйсем ун умĕнче пуç таяççĕ. Вун ултă çул каялла Кăнна Кушкинче Çутта кăларуçăн музейĕ уçăлнăччĕ, вăл кун çути курнă çурт вырăнне часавай лартнăччĕ. Иван Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ май вăл тăван ялне бронза палăк пулса таврăннăччĕ.

Аслă вĕрентÿçĕн 165 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă митинг та çав вырăнтах иртнĕччĕ. Унтах Иван Яковлевăн тăхăмĕпе - хĕрĕн Лидийăн мăнукĕпе Любовь Ордынскаяпа - паллашнăччĕ. Вăл Кăнна Кушкинче 2009 çулхи хĕлле пуçласа пулса курнă. Вăл кунти музей директорĕпе Алексей Пыркинпа çыру çÿретет-мĕн. Кукамăшĕ - Екатерина Алексеевна - вун ултă çула çитиччен Чĕмпĕрте Яковлевсен çемйинче пурăннă, унти пулăма, сывлăша чуна илсе çитĕннĕ. "Пирĕншĕн пĕчĕк ĕç çук, - тенĕччĕ Любовь Михайловна.- Мĕн ÿкертĕн - çĕкле, çĕмĕртĕн - юса... Яковлев пекех пурте чуна парса ĕçлетпĕр. Хама илес пулсан эпĕ - типограф. Мăшăрпа иксĕмĕр те "Русское слово" издательствăра ĕçлетпĕр. Яковлев маншăн - пурнăç палли, идеал. Час-часах шухăшлатăп ун пирки. Ăнтăлăвĕ, пурнăçа, çынна юратни, кирек мĕнре те кăсăклăх шырама тăрăшни - маншăн тĕлĕнтермĕш кăна мар, хавхалану та. Хамăн виçĕ хĕрĕме те çав меслетпех вĕренме, пурăнма хистетĕп. Вĕсен çавăн пек мăн-мăн кукашшĕнчен тĕслĕх илмеллех. Музейсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп: ÿнерçĕ пулнă май Яковлевăн йăх йывăçне ÿкерсе Кăнна Кушкине патăм. Килти архиври документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе усă курса Яковлевсен хальхи вăхăтра пурăнакан çывăх çыннисен галерейине хатĕрлерĕм, вĕсен электрон версине те музее парнелерĕм".

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Сергей Гавриловпа та калаçнăччĕ. Ун сăмахĕсем чĕрене ыраттарнăччĕ: кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пурĕ те 26 ача çеç вĕренет-мĕн. Ял ватăлса пырать, çуралакан ача шучĕ чакать. Çак кунсенче тата япăхрах хыпар хăлхана кĕчĕ: Кăнна Кушки шкулне хупасшăн теççĕ. Çак пулăм Вĕрентÿçĕне савăнтарман пулĕччĕ.

Ăна çеç мар, кунта çуралса ÿснĕ паллă ытти çынна та. Яковлев тивлечĕпе Кăнна Кушкинче Чăваш театрне йĕркеленĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, Чăваш халăх поэчĕ Александр Алка, Тихăн Петĕркки çыравçă, Анна Казакова пурнăç çулĕ çине тухнă. Александр Тимпай сăвăç çут тĕнчене килнĕ.

Александр Алка сăввисем алла лекрĕç. Унăн тăван ялне халалланă пĕр çаврăмĕнче çакăн пек йĕркесем пур:

Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă.

Кăнна юхса выртать ун çумĕпе.

Чечен касра, куратăп ушкăн-ушкăн

Ача-пăча шкула чупать ирпе.

Яланах çак ÿкерчĕке курас килет те... Кăнна Кушкин пуласлăхĕ тĕксĕм-ши? Çакна чун йышăнмасть. Унта пурăнакансем ĕçĕпе шанăç çуратаççĕ вĕт-ха. Сăмахран, пĕлтĕр чăваш Прометейĕн 165 çулхи юбилейне паллă тунă кунсенче Иван Яковлев пурăннă çурт тĕлĕнчи пĕчĕк часавая тĕпрен çĕнетес терĕç, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çав вырăна чул ярса хăварчĕç. Пархатарлă тата тепĕр тĕллев палăртнăччĕ ун чухне- часавайпа юнашар Асăну комплексĕ уçма.

Ăна çĕклессине кунта çуралса ÿснĕ Владимир Бачков, Володар Тимофеев, Леонид Баимкин предпринимательсем хăйсем çине илнĕччĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă кун - иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ - паллă тепĕр самантпа тÿр килнĕ. Çак кун Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 120 çул çитнĕ.

Чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ "Мекка" пулса тăнă яла пĕтерме памалла мар, унти шкула сыхласа хăвармаллах. Çакă - Аслă вĕрентÿçĕ умĕнчи чи пысăк тивĕç, яваплăх.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.