АВТОГРАФ: Иван Иванович Иванов — Чăваш халăх артисчĕ, режиссер
«Хĕрсе кайса кăшкăрни те, шăла çыртса чăтса ирттерни те, куççульпе йĕни те пулнă çынсем мана ăнланман самантсенче»,
е Иван Иванович Ивановăн пурнăç алфавичĕ
Артист пулсах çуралнă-тăр эпĕ. Анне пире пурсăмăра та сăпка юрри юрласа çитĕнтернĕ пулĕ, çавăнпа эпир, ачисем, пурте юрлама хавас. Манăн та сассăм хитреччĕ те, салтакра утнă чух кăшкăрса юрланипе хытрĕ, пĕр вăхăтра пач калаçайми те пулнăччĕ.
Ăс-тăн тени атте-аннеренех ĕнтĕ. Иккĕшĕ те ĕмĕрĕсене ялтах ĕмĕрленĕ. Атте — Иван, анне Альтиç (Евдокия). 6 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Чăн чăваш чунĕллĕскерсем, пире те чăваш чуннех парнелерĕç. Атте-анне пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă пире – урай çума, вутă çурма, ĕне сума, пăчкă-пуртă тытма... Тавах вĕсене пуриншĕн те.
Виçĕ ĕçрен — артист, режиссер, çемье пуçĕ — хăшĕ çывăхрах тетĕр? Пурнăçра кашни çын артист. Кашни çын хăй пурнăçне йĕркелесе пырать. Çак профессисене Мускавра алла илнĕ вăхăтрах тепĕр "професси" йышăнтăм — упăшка, унтан атте пулса тăтăм. Паллах, маншăн "çемье пуçĕ" тени çывăхрах. Паян, "çемье" ăнлав хакĕ йÿнелсе пынă тапхăрта, çапла пулмалла та.
Грузин, узбек, тутар, мари... — чылай халăх ывăлĕпе пултăм эпĕ салтакра. Тĕрĕсрех, 73 наци çынниччĕ. Хăшĕ-пĕри "чăваш" сăмаха нихăçан та илтмен тетчĕ. Вĕсен командирĕ пулса чăваш мĕнле халăх иккенне кăтартса-вĕрентсе хăварма (лайăхпа паллах) пултартăм. Халĕ те çыру çыраççĕ. Эпĕ те хуравлатăп. Çавăнтанпах пырать чăвашсемшĕн, чăвашлăхшăн тăрасси.
Долларсем çинчен калаçма йывăртарах та пирĕн Чăвашра, ман алла пин-пин доллар лекес пулсан чăн малтан пулла çÿреме пăр шăтаракан çĕнĕ пăра туянăттăм, салтакра пулнă вырăнсене кайса килĕттĕм тата... кайăксем валли хĕвел çаврăнăш илĕттĕм.
Енчен те рольсене пĕтĕмĕшле хак парас пулсан, пурте çывăх, хаклă вĕсем. Пысăккисем, пĕчĕккисем, çамрăккисем, ватăсем, пуçтахсем, сăпайлисем... "Нарспи" спектакльте çемйипех выляттăмăр: эпĕ — Тăхтаман, арăм (Чăваш халăх артистки Валентина Иванова) — Нарспи, ывăлăм Дима — Сентти. Ачасем валли лартнă юмахсенче савăнсах вылятăп. Кашни çул Хĕл Мучи те эпĕ.
Ĕç тума вăй кирлех. Ыттисенчен уйрăларах тăрасси ачаранах пулнă. Мĕнрен килет( Калама та йывăр. Шкулта спорт енĕпе малтаччĕ, вĕренÿре те кайра пулман. Çемьери 4 ывăл пурте старшинасем пулса таврăнтăмăр салтакран.
Иртет вăхăт. Мускав хыççăнах хамăр театрта эпĕ режиссер пулса "А зори здесь тихие" спектакль лартнăччĕ. Театр планне кĕртсе мар, пушă вăхăтра. Çамрăксен театрĕн сцени çинче 3 спектакль кăтартрăм — "Ан хуçăл, чунăм", "Йерма", "Шурăмпуçĕ лăпкăччĕ"...
Йĕртет те, култарать те паянхи самана. Театрти пекех. Тĕлĕнмелли кашни кун тупăнать. Ирпе, акă, кăвакарчăнсем ман алă çинчех хĕвел çаврăнăш çирĕç. Каç енне намăссăр сăмахсемпе перкелешсе пыракан хĕрсене тĕл пултăм — ача амăшĕсем пулайĕç-ши ĕнтĕ? Хам пурнăçра урă-сывă пуçпах икĕ хутчен Турă сăнĕ умма тухрĕ — йăлăнса ыйтнине илтрĕ-тĕр. Театрти юлташсен пултарулăхĕ тĕлĕнтерет. Сăвăçсем, юрăçсем, ÿнерçĕсем тата!
Кăткăс ĕç вăл халăха, çĕршыва тытса пырасси. Эпĕ тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмен, ăнланман ĕçе хутшăнмастăп, çавăнпах паянхи пăтрашуллă саманара республикăна, çĕршыва ертсе пыракансене ăмсанмастăп кăна мар, шеллетĕп те. Манран та тăтăшах: "Таçта та çитетĕр, такампа та калаçатăр, ăçтан вăй çитеретĕр(" — тесе ыйтаççĕ. Чупасси, ĕлкĕресси вăл нихăçан та вĕçленмест. Ĕçлес кăмăл кирлĕ.
"Сĕнтĕрвăрри районĕн Хисеплĕ гражданинĕ" ят парса чысларĕç мана та. Эппин, кану çинчен шухăшлама иртерех-ха...
Лайăх кăна пуçа ватса шухăшласан... Тутă çын выççине ăнланмасть теççĕ-и-ха? Çавах та культура ĕçченĕсене çак шая антарса лартни килĕшмест мана. Мĕн пытармалли ĕнтĕ, укçа пуç пулса тăрать паян. "Арçын пуçпа театрта лапăртататăн. Кай, ав, Мускава", — текенсем те пур. Анчах ман чун театрта.
Мускавра вĕреннĕ чухне КПСС ретне кĕнĕ эпĕ. Ĕненнĕ, шаннă, тăрăшнă, тейĕпĕр. Те чунпа туйса илсе, те кутăнлăха пула, коммунистсен партине салатса яриччен пĕр çул маларах хам ирĕкпех тухрăм унтан. "Хуçа пур-и сирĕн?" — тетĕр те, хама хам хуçа эп. Хуçа пуласси те, хуçана пăхăнса пурăнасси те çăмăл мар паллах. Сăмахран, спектакле хатĕрленĕ чух режиссер хуçа, спектаклĕ сцена çине тухсан — артист хуçа.
Начар мар вăл пурнăçра тĕллев пулни. Тĕллев çукки вара тĕлли-паллисĕр унталла-кунталла сулланнипе тан. Артист ĕçĕ — куç умĕнче. Куракансем — акă пирĕн чăн-чăн хаклавçăсем.
О-хо-хо... Эпĕ те 60 çул урлă каçрăм вĕт. Тĕлĕнмелле хăвăрт иртет-çке çамрăклăх!
Пурнăçра "тăшмансене шута илнĕ "хура список" пур-и тетĕр. Кăткăс самант, пытармăп, сахал мар килсе тухать. "Мир вăрçа çĕнтерет", — тетчĕ манăн хуняма. Çак ăслă сăмахсене пуçрах тытатăп. Тăшмана тус тума пĕлмелле. Çавăнпа нимĕнле тăшман та çук манăн. Малалла вулас...
Комментировать