Çĕнĕ часавай уçăлнă

30 Мая, 2017

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче часавая сăвапласа уçнă. Унта Елчĕк райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăннă.

Кĕлĕ çуртне Чăваш Ен тата Шупашкар митрополичĕ Варнава тата Канашпа Тăвай епископĕ Стефан сăвапланă.

Часавая ял халăхĕ хăй вăйĕпе тунă. Çак ĕçе Николай тата Юрий Столбовсем пуçарнă, вĕсемех ĕç-пуçа йĕркелесе ертсе пынă, тăкаксен пысăк пайне саплаштарнă. Шупашкарта пурăнаканскерсем тăван тăрăха манманни, пырсах çÿрени, пулăшни ял-йыша, паллах, савăнтарать.

Варнава пухăннă çынсене пил панă хыççăн часавайра пĕчĕк алтарь туса ăна чиркÿ халĕпе ĕçлеттерме сĕннĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.