Ячĕ те, ĕçĕ те вилĕмсĕр
Чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнă кунхине, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, поэтăн тĕп хулари палăкĕ умне çулленех халăх пуçтарăнать. Вĕсем — чăваш çыравçисем, журналистсем, вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн пултарулăхне хисеплекенсем.
Кăçал та çаплах пулнă. Константин Ивановăн 127-мĕш çуралнă кунне халалланă митинга ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш халăх поэчĕсем Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Атнер Хусанкай ăсчах, Раиса Сарпи поэт, Аристарх Дмитриев куçаруçă, «Тăван Атăл» журнал редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Филиппова, ыттисем хутшăннă, сăмах каланă. Сăвăсем те вуланă: чăвашла, вырăсла, украинла. Сăмах май, иртнĕ çул акăлчан куçаруçи Питер Франс «Нарспие» акăлчанла куçарнă. Шăпах унăн куçарăвĕнчи пĕр сыпăк та янăранă палăк умĕнче.
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 1959 çултанпа Константин Иванов ячĕпе хисепленет. Митингра артистсем те пулнă. Театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев, «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльте Константин Иванов рольне калăплакан Валерий Карпов Ивановăн театр пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарнă.
Комментировать