Хевтесĕр ачасем валли – вăйă лапамĕ
Вырсарникун Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче «Спорт — пуриншĕн те» чĕнÿпе «Симĕс марафон» чупу иртнĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçал 53 регион хутшăннă. Виçĕ километрлă дистанцире тĕрлĕ ÿсĕмрисем — ватăсем те, ачасем те — хăйсен вăй- халне кура чупнă.
Чупăва чиновниксем те хутшăннă. Вĕсен йышĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина тата влаçăн тĕрлĕ тытăмĕнче ĕçлекенсем пулнă. Предприятисемпе организацисен ертÿçисем те хастарлăх кăтартнă.
Чупура вăй виçнипе пĕрлех Лакрей вăрманне канма пынисем ыр кăмăллăх акцине те хутшăнма пултарнă. «Ахах хула» вăйă лапамне тума 100 тенкĕпе кирпĕч туяннă. Çав нухратпах «Ахах хулана» пыракан çула хывĕç, хевтесĕр ачасем валли вăйă лапамĕ тăвĕç. Сăмах май, пархатарлă акци Республика кунĕчченех тăсăлĕ.
Комментировать