"Тăван Атăл": пулнă, пур, пулать! Çырăнма кăна ан ман

29 Мая, 2017

"Нихăçан ан ватăл - çырăн "Тăван Атăл!", - çапларах слоганпа усă кураççĕ чун-чĕре апатне кăларса тăракансем. Чăн та, "Тăван Атăл" пулнă, пур, эсир, хисеплĕ вулаканăмăрсем, ăна çырăнсан вăл малашне те пулĕ.

Журналăн редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, журнала Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те çырăнса илме май пур. Тепĕр майлă каласан, Калининградран пуçласа Владивостокра пурăнакансем таран унпа киленме пултараççĕ. Хакĕ те пысăк мар: почта уйрăмĕсенче çырăнсан та вăл 320 тенке яхăн çеç ларĕ. Унта малтанхиллех очерксемпе эссесем, тишкерÿсем, критикăллă статьясем, тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавсем пичетленеççĕ. Тусăмăрсем, чăнах та, ватăлар мар, "Тăван Атăллă" пулар!

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: 

Комментировать