Чăвашла пĕлмесен те чăваш юнĕ чупать: Тюменьте Акатуй иртнĕ
Тюменьте ĕнер унти халӑхсен "Строитель" Культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Ю. Куталов ячӗллӗ скверта чăвашсен Акатуйĕ иртнӗ.
"Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен килнӗ. "Манӑн Акатуя каяс килет, анчах укҫа ҫук", - тенӗ 75-ри Нина аппа ывӑлне. "Эппин, ан кай..." Анчах Нина Васильевна темле пулсан та тӗллевне пурнӑҫа кӗртме шухӑшланӑ. Урӑхла тума пултарайман чӑвашлӑхшӑн ҫунаканскер. Тюмене ҫитес тесе вӑл 2 кун ҫӗрулми сутнӑ! Нина аппа Чӑваш Енрен килнӗ пысӑк делегаципе, Тюменьре, Тюмень облаҫӗн тӗрлӗ районӗнче тӗпленнӗ чӑвашсемпе пӗрле Акатуйра савӑнчӗ. Кирек мӗнле чӑрмава та парӑнтарма пулать иккен. Ҫакна Нина Васильевна хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетет", - каласа кăтартать унта Чăваш Ен делегацийĕпе тухса кайнă "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Ирина Кошкина.
Паян йыш Красноярск хулинчи чӑвашсем патне тухса кайнă.
Комментировать