- Чăвашла верси
- Русская версия
Тупăшлă та, усăллă та
Ачасен чи кĕтнĕ вăхăчĕ — çуллахи каникул — çитрĕ. Вĕсен канăвне мĕнле йĕркелемеллине тахçанах планлама пуçланă ашшĕ-амăшĕ. Хуларисен — яла, ялтисен хулана каяс килет. Пĕве, кÿлĕ, юхан шыв çывăхĕнче каннипе çырлахманнисем тинĕс хĕрринче хĕвел айĕнче хĕртĕнесшĕн.
Çапах каникул — выляса-кулмалли тапхăр кăна мар. Командировкăна каймассерен ачасем шкул çумĕнчи лагерьсенче тавра курăма аталантарни çинчен каласа кăтартаççĕ. Экскурси йĕркелени, сăмахран, тавралăх историйĕпе тĕплĕнрех паллашма май парать. Юлашки вăхăтра çут çанталăк, культура палăкĕсене тимлĕх ытларах уйăрма пуçланăн туйăнать. Те «Тăван тавралăх» урокĕн программине кăткăслатнипе çыхăннă çакă?
Унсăр пуçне ял ачисен çĕр ĕçĕнчен айккинче юлма çук. Эпир, колхоз-совхоз пĕр- пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ вăхăтра çитĕннисем, çулла улăх-çарана утă пуçтарма, хире çум çумлама тухаттăмăр. Ÿплере çĕр каçни, каччăсем лаша çитерме çÿрени, хĕрсем апат пĕçерни яланлăхах ăс-тăнра çырăнса юлнă. Ĕç кунĕшĕн укçа, утă-улăм паратчĕç. Унсăр пуçне Етĕрне районĕнчи «Мир» колхоз ертÿçи çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче шкула парнесемпе çитетчĕ. Шел, халĕ нумай çĕрте колхоз-совхоз малтанхи вăйпа ĕçлемест. Апла пулин те фермер хуçалăхĕсем çĕре пушă вырттармаççĕ. Вĕсем те пулăшнăшăн хавхалантарма май тупĕç.
Укçа ĕçлесе илме тăрăшакан шкул ачисене ырламалла çеç. Республикăра кунашкал тĕслĕх те нумай. Пĕрисем урамра мороженăй сутаççĕ, теприсем эмел курăкĕ пуçтараççĕ, виççĕмĕшĕсем сутлăх пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Чăн та, пилĕк авма ан ÿркен кăна.
Ĕçпе тивĕçтерекен центрсем те çамрăксене çуллахи вăхăта тĕллевлĕ ирттерме май туса параççĕ. Çемье бюджетне пысăклатни пархатарлă паллах. Унсăр пуçне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхни çамрăксене професси суйласа илме пулăшать. Мĕнех, тупăшлă та, усăллă та!
Шупашкарти ĕçпе тивĕçтерекен центр, тĕслĕхрен, çамрăксене каникулта е пушă вăхăтра тĕрлĕ организацие вырнаçма сĕнет. Вĕсене тавралăха хăтлăлатма, шкула, ача садне юсаса çĕнетме явăçтараççĕ. Хăшĕ-пĕри курьерта ĕçлеме пултарать. Хĕрсен садикре кĕçĕн воспитатель вырăнне йышăнма май пур. Пуласлăхра воспитателе каймасан та амăшĕ пулаççех вĕсем. Çак ĕç ача-пăчапа пĕр чĕлхе тупма май парĕ, яваплăха хăнăхтарĕ.
Кăçалхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти центр çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе хулари организацисемпе 125 килĕшÿ тунă. Çавна май 1216 вырăн хатĕрленĕ.
Сахал тупăшлă, нумай ачаллă, йĕрке пăснăран шута илнĕ çамрăксене, сусăрсене, тăлăх çитĕнекенсене чи малтан ĕçе вырнаçтараççĕ. Вăл е ку организаци кашнинех шалу тÿлет. Унсăр пуçне республика бюджетĕнчен уйăхне 1275 тенкĕ уйăрма палăртнă.
Шкул ачисен ĕç кунĕн вăхăтне çирĕплетнине шута илни пĕлтерĕшлĕ. Каникулта 14-16 çултисен кунне 5 сехетрен ытла вăй хума юрамасть. 16-18 çула çитнисен 7 сехет таран ĕçлеме ирĕк пур. Ачасем вĕреннĕ вăхăтра йĕрке урăхларах: 14-16 çултисен — кунне 2,5 сехет, 16-18 çултисен 3,5 сехет ĕçлемешкĕн уйăрма юрать. Малалла вулас...
Комментировать