Акатуя кайнă чăвашсем Пелепейре пилеш лартнă

26 Мая, 2017
Байкал тӑрӑхне, çӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутскра иртекен пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне, пирӗн республикӑран ĕнер пысӑк делегаци тухса кайнине эпир  хыпарланăччĕ. Унта ҫул тытакансем паян Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулине ҫитнӗ.
 
Чӑваш Енри пысӑк йыша Пелепейри чӑваш наципе культурин ертӳҫи Владимир Яковлев, "Урал сасси" хаҫат редакторӗ Юрий Михайлов кӗтсе илнӗ. Делегаципе çула тухнă "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ Ирина Кошкина пĕлтернĕ тăрăх, хулари интернат гимназийӗн ертӳлӗхӗ те хӑнасене тарават пулнă, гимназири музейпа паллаштарнă. Ҫав вӗрентӳ заведенийӗнче тӗрлӗ халӑх, ҫав шутра чӑваш, ачисем ӑс пухаҫҫӗ. Тӗлпулӑва чӑваш ачисем те пынă. Вӗсем хӑйсем пултарулӑхӗпе паллаштарнă, пушкӑрт халӑх музыка инструменчӗпе - курайпа - каланă. Чӑвашран килнӗ хӑнасем гимнази пахчинче пилешсем лартнă, ҫитӗнекен ӑрӑва вӗсене пӑхса тӑма ыйтнă.
 
Кӑнтӑр иртни 2 сехетре Слакпуҫра К. Иванов ҫуралнӑ куна халалласа мероприяти пуçланĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать