Ĕмĕте пурнăçа кĕртесси хамăртан килет

25 Мая, 2017

Кира Афанасьева Çĕнĕ Шупашкарти ют чĕлхепе тарăн пĕлÿ паракан 5-мĕш шкулта вĕренет. Хастар пике вĕренÿре те, шкул пурнăçĕнче те малтисен ретĕнче. Чăвашлăхпа çыхăннă ăмăртусенче те çитĕнÿсем нумай унăн. Кирăн пысăк ĕмĕчĕ — Пĕтĕм тĕнчери «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăнасси.

Кира мĕн ачаран юрлама-ташлама юратать. Музыка шкулĕнчи эстрада тата фортепиано уйрăмне, «Диалог» театр студине çÿрет вăл. Ашшĕ-амăшĕ килте чăвашла калаçнăран хĕрĕ те тăван чĕлхене мĕн пĕчĕкрен пĕлет. Çавăнпах шкул, хула, республика шайĕнче чăваш чĕлхипе тата культурипе иртекен олимпиадăсене кăмăлтан хутшăнать, малти вырăнсене çĕнсе илет. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ чăваш чĕлхи олимпиадинче призер ятне тивĕçнĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче ЧР вĕренÿ институчĕ йĕркелекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн финалне те лекнĕ вăл. Унта чĕлхе пĕлĕвне кăна мар, сăвă вуласа ăсталăхне, юрă-ташă конкурсĕнче пултарулăхне кăтартнă. «1-мĕш вырăна тивĕçнĕ ачан хушаматне, ятне пĕлтерсен малтан ăнланса илеймерĕм. Тепĕр самантран вара савăнăç куççулĕ тапса тухрĕ — жюри манăн ята асăнчĕ!» — аса илчĕ Кира. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.