Шурча вăрçи: 175 çул

23 Мая, 2017

Муркаш çĕрĕ истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсемпе, пулăмсемпе, мухтавлă çынсемпе пуян. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче районта Шурча вăрçи пулнăранпа 175 çул çитнине паллă тунă.

Хурлăхлă пулăма халалланă митинга Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Жуков уçнă. Вăл ял-йыш халĕ те 1842 çулта çĕршĕн çапăçса пуç хунă мăн аслашшĕсене асра тытнине палăртнă. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Тимофеев хресченшĕн çĕр паян та хакне çухатманни, юлашки çулсенче районта нумай çул усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлени çинчен каланă.

Чăваш халăх академийĕн президенчĕ Е.Ерагин пĕлтернĕ тăрăх — хăй вăхăтĕнче Шурча вăрçинче вилнисене пачăшкă ял масарĕнче вырăн уйăрса пама килĕшмен. Вара 40 çынна выльăх çăвинче пытарнă. Халăх ырлăхĕшĕн çапăçса пуç хунă çав çынсене ял-йыш пĕр минут шăп тăрса асăннă, пăлхавра шар курнисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Митинг хыççăн Шурча ялĕнчи культура çуртĕнче Шурча вăрçин 175 çулне халалланă ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. Мероприятие «Екрем» халăх фольклор ансамблĕ тата Çатракасси шкулĕнче вĕренекенсем юрă-ташăпа пуянлатнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.