Ырă йывăçăн çимĕçĕ паха

22 Мая, 2017

Красноармейскинчи Борисовсем райцентрăн хĕвел анăç енче çĕкленнĕ Çĕнĕ урамра, хăйсен вăйĕпе çĕклесе лартнă çуртра 17 çула яхăн пурăнаççĕ. Кил хуçи Геннадий Николаевич газ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, мăшăрĕ Ирина Васильевна ачасене вĕрентес тата воспитани парас енĕпе тăрăшнă. Халăхра çÿпçипе хупăлчи теççĕ çакăн йышши мăшăр пирки. Эпĕ кил хуçи хĕрарăмĕпе калаçу пуçартăм. Темĕн те пĕлекен, сăмах патне кивçене кайман хĕрарăмпа хутшăнма та кăсăклă.

Пытармалли çук, кирек епле ачашăн та хăйĕн ÿсĕмĕнче çемьепе шкул хакĕ пысăк, яланах пĕлтерĕшлĕ. Ирина Васильевна та çакна пытармасть.

— Пирĕн килте яланах çирĕп йĕрке, аслисене хисеплес туртăм хуçаланнă, — тет вăл. — Аттепе анне, Василий Никифоровичпа Калерия Константиновна, хамăр тăрăхра хисепе тивĕç çынсем шутланнă. Кил хуçи, шут ĕçне ятарласа вĕреннĕскер, тĕрлĕ çĕрте çак профессипе тăрăшнă. Чылай тапхăр вăл районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн, «Красноармейская» МСОн, КБОн, райĕçтăвкомăн финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕ пулнă. Анне районти çыхăну уйрăмĕнче, потребительсен обществинче тăрăшнă. Хаклă çыннăмăрсем çав вăхăтрах нихăçан та çĕр ĕçĕнчен писмен. Анне тĕрлеме, çыхма юратнă, кĕрепле-сенĕк аврисене хăех лартнă, пÿрт кăмаки купалама пултарнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.