Чуна яланлăхах вырнаçнă самант
Кирек мĕнле çемьен те е уйрăм çыннăн сăн ÿкерчĕксен альбомĕ пурах. Вĕсене кашниех хаклă реликви вырăнне хурса упрать, вăхăт иртнĕçем хыçа юлнă çулсене аса илсе куç умне кăларать. Акă нумай пулмасть манăн архиври пĕр сăн ÿкерчĕк алă айне лекрĕ. Ăна çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл вăхăтри республикипех паллă фотожурналист Юрий Ананьев тунă. Çак сăн ÿкерчĕк пирки манăн вулакансене тĕплĕрех каласа парас шухăш çуралчĕ. Сăлтавĕ те кăсăклантарчĕ çав...
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтерсе диплом илнĕ хыççăн эпĕ Чăваш телекурав студийĕнче ĕçлеме пуçларăм, пĕр хушă литературăпа драма кăларăмĕсен редакцине ертсе пытăм. Эпир Владимир Харитонов поэт-юрăçпа пĕр пÿлĕмре лараттăмăр. Вăл музыка кăларăмĕсен редакторĕччĕ. Çапла пĕррехинче, уçăмлăрах каласан, çитмĕл пĕрремĕш çулхи пуш уйăхĕн вун тăххăрмĕшĕнче, ĕç эрни вĕçленсе пынă май иксĕмĕр канмалли кунсене мĕнле ирттересси çинчен сăмахлама пуçларăмăр. Унччен те пулмарĕ - пÿлĕме телерадиокомитет председателĕ Павел Крысин кĕрсе тăчĕ. Пурне те сывлăх сунса ман енне çаврăнчĕ те: «Вячеслав, ыран Шупашкара СССР халăх артисчĕ Михаил Ульянов килмелле, ăна экран çине вун пилĕк-çирĕм минутлăха кăларсан питĕ аван пулмаллаччĕ. Пĕлетĕп: программа пĕтĕмпех хатĕр. Çапах та ял хуçалăх передачине кĕскетсен вырăн тупма май пур».
Мĕнех, ырă хыпар. Çакăн йышши чаплă çынсем Чăваш Ене час-часах килсе çÿремеççĕ. Тепĕр тесен ертÿçĕ каланине пурнăçламаллах. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Хăйĕн аслă пĕлĕвĕпе юрист пулнăран-ши, Павел Афиногенович коллектива çирĕп тытса пыратчĕ. Ĕç дисциплинине пăсакансене вăрçса-ятласа тăмастчĕ, яланах вĕрентсе, тĕрĕс çул çине тухма пулăшатчĕ. Кунпа пĕрлех телерадио кăларăмĕсене пĕр сиктермесĕр сăнаса пыратчĕ, çитменлĕхсем сиксе тухсан юлташла асăрхаттаратчĕ. Ку уйрăмах çамрăксемшĕн хăйне май паха пулнă. Çакна унпа пĕр вăхăтра ĕçленисем паян кун та лайăх тĕслĕх вырăнне хурса палăртаççĕ.
Михаил Ульянова кĕтсе илме эпир Шупашкарти чукун çул вокзалне ир-ирех кайрăмăр. Хаклă хăнана чыс тума халăх йышлă пухăннăччĕ - республикăпа хула представителĕсем те, хаçат-журнал редакцийĕсенче ĕçлекенсем те, аслă шкулсенче вĕренекенсем те... Çакăнтах акă мĕн паллă пулчĕ. Çĕр-шывĕпех сумлă, пĕтĕм халăх пĕлекен тата юратакан артист Чăваш Ене Шупашкар районĕнчи «Герой» колхоз председателĕ Георгий Астраханцев чĕннипе килет-мĕн. Хыркассипе çывăхри ялсенчи çак хуçалăх çав çулсенче районта вăтаммисен шутĕнчеччĕ. Колхоз ертÿçи искусство çыннисене - хисеплĕ музыкантсене, ÿнер ăстисене, сцена çинче чапа тухнă артистсене - час-часах йыхрав тунă, вĕсен пултарулăхĕпе çĕр ĕçченĕсене куçа-куçăн паллаштарма майсем туса панă, çыннăн çăкăрпа кăна тутă пулмалла мар тенĕ ĕнтĕ. Хăнасем вара республикăри чылай вырăна çитсе курма ĕлкĕрнĕ.
Тепĕр икĕ сехетрен Михаил Ульяновпа ятарласа тĕл пулма эпĕ «Чувашия» хăна çуртне çитрĕм. Алăка аллă çулсене çывхаракан патвар кĕлеткеллĕ, тулли те çутă сăн-питлĕ арçын уçрĕ. Паллашрăмăр. Алла тытса хытă чăмăртарĕ те ларма сĕнчĕ. Хам мĕнле шухăшпа килнине пĕлтерсен çапларах хурав пачĕ: «Эпĕ вун пилĕк минут кăна мар, сехечĕпех калаçма пултаратăп, вăхăтне çеç парăр». Пĕр енчен тĕрĕсех ĕнтĕ, анчах мана ун çинчен калаçма палăртнă тексчĕ кирлĕ вĕт-ха. Иртсе кайнă тапхăра эпир пурте ас тăватпăр. Пичетре патшалăх вăрттăнлăхĕсене сыхлакан управлени /кĕскенрех - обллит/ ирĕк памасан хаçат-журналта нимĕн те çапса кăларма, телерадио кăларăмĕсемпе эфира тухма юраман. Саккунĕ çирĕп! Çак шухăша систерсенех артист ура çине тăчĕ те сăран портфелĕнчен хаçат тĕрки туртса кăларчĕ: «Акă иртнĕ эрнери «Литературная газета». Кунта манăн пысăках мар интервью пур. Кивелмен. Унпа усă курма юрать, тăрăшса пăхăр», - терĕ те хаçата тыттарчĕ.
Эфира тухма вăхăт çитсех пырать. Тепĕр пăтăрмах сиксе тухрĕ. Хатĕр материала куракансем умне кăларма ирĕк кирлĕ. Шăмат кун. Управленире ĕçлекенсем пурте канаççĕ. Унăн пуçлăхĕ Павел Никандров, телее, килтех иккен. Телефонпа калаçса хваттерне шыраса тупрăм. Вăл нумай кĕттермерĕ, микрофон материалне алă пусса, пичет çапсах çирĕплетрĕ.
Маларах каларăмăр ĕнтĕ, вăл кун программăра ял хуçалăх ыйтăвĕпе çыхăннă кăларăм чылай вăхăт йышăнатчĕ. Унăн редакторĕпе Александр Ильинпа килĕшсе ăна çирĕм минут кĕскетме йышăнтăмăр.
Кăларăмра Муркаш районĕнчи «Знамя труда» колхоз председателĕ Социализм Ĕç Паттăрĕ Евтихий Андреев иртсе кайнă çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăх производствинче вăй хуракансем пирки интереслĕ телесюжетсем пулчĕç. Передача вĕçленнĕ-вĕçленменех студи дикторĕ Михаил Ульянова микрофон çывăхне чĕнчĕ. Хисеплĕ хăна хăйĕн сăмахне тÿрех çапла пуçларĕ: «Акă чăвашсем мĕнле ĕçчен те хастар, йывăрлăхран хăраман, яланах сăпай пулнине эпĕ тепĕр хут курса ĕнентĕм. Темиçе çул каялла хамăн та пĕр юлташ чĕннипе Канаш районĕнче пулма тÿр килнĕччĕ, халĕ хăш ялне ас тумастăп ĕнтĕ. Ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та маттур сирĕн халăх, çĕр пин юрă çĕр-шывĕ тесе ытахальтен каламан пулĕ».
Малалла телекуравçăсене Михаил Александрович ытларах хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки каласа пачĕ. Вăл Омск облаçĕнче çуралнă, ачалăхĕ хулара иртнĕ. Çамрăклах театр студине çÿреме пуçланă, аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Пĕтĕм Союзри Б.Щукин ячĕллĕ училищĕне пĕтерсе актер, каярах режиссер пулса тăнă, чылай çул хушши Евгений Вахтангов ячĕллĕ театр сцени çинче вылять. Çав çулсенчен пуçласа кинофильмсенче ÿкерĕнме тытăннă. Артист хăш-пĕр сăнарне мĕнле калăплани çинчен тĕплĕн каларĕ, кулăшла самантсене аса илчĕ. Передача уçă эфирта пулнă май Евтихий Андреев унран «Председатель» фильмри Егор Трубников ролĕ пирки тĕпчеме тытăнчĕ. Михаил Александрович хуçалăх ертÿçине чылайччен ăнлантарчĕ, вăрттăнлăхĕсене те уçса пачĕ.
Михаил Ульянов пирĕн республикăри сцена ăстисене те лайăх пĕлет-мĕн, нумайăшĕпе çыхăну та тытать. Борис Алексеев, Ольга Ырсем, Борис Марков, Алексей Ургалкин ячĕсене вăл ăшшăн асăнчĕ.
Пирĕн калаçу тÿрĕ эфирти палăртнă вăхăтран та иртсе кайрĕ. Тÿррĕнрех калас тăк, вăл редакци хатĕрлесе панă микрофон материалне уçса та пăхмарĕ. Артист артистах ĕнтĕ.
Чăвашсем ĕлĕк-авалтан пыракан йăла-йĕркепе хаклă хăнасене нихăçан та сĕтел пуçтарса апат лартмасăр кăларса яман. Çав кун çакна пĕлнĕ пекех Евтихий Андреев пилĕк литр кĕрекен савăтпа килте вĕретнĕ сăра, хуплу, икерчĕ-çÿхÿ илсе килнĕччĕ. Вулакана çийĕнчех систерер: сăмакун-аншарли таврашĕ пулман. Кăна вара эпир хамăр çине илтĕмĕр. Хисеплĕ çынсем умĕнче аван мар вĕт-ха. Сĕтел çине часах коньяк тухса ларчĕ. Пĕрер черкке сыпнă хыççăн студири ĕçлĕ те юлташла калаçу вăрахчен пычĕ...
Тепĕр кунне, малтан палăртса хунă пекех, Михаил Алексакндрович хулари тĕрлĕ предприятипе аслă шкулта интереслĕ тĕл пулусем ирттерчĕ.
Унăн ятне аслă ăрури çынсемпе хальхи çамрăксен хушшинче пĕлмен-илтмен çын çукрах та пулĕ. Нумайăшĕн асĕнче вăл Георгий Жуков маршал сăнарне калăпланипе кĕрсе юлнă. Сакăр вунă çула çитиччен пурăнса артист сцена çинче те, кинофильмсенче те темиçе теçетке роль халăх умне кăларнă. Паллăраххисене кăтартса хăварни ытлашши пулмĕ: Сергей Серегин /«Иркутская история»/, Борис Годунов /«Великий государь»/, Рогожин /«Идиот»/, Серафим Чайка /«Стряпуха»/, Шмага /«Без вины виноватые»/ тата ыттисем те. СССР халăх артисчĕ, Социализм Ĕç Паттăрĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн лауреачĕ, нумай-нумай орденпа медаль кавалерĕ - çак хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вăл. Ăна СССР халăх депутатне суйланă, чылай вăхăт Раççей Театр ĕçченĕсен союзне ертсе пынă.
Хăйĕнпе куçа-куçăн ларса калаçма тÿр килнĕренех эпĕ Михаил Ульяновăн пултарулăхĕпе кăсăкланма пуçларăм. Хăй вăхăтĕнче, çĕр-шывăн тĕп хулинче хамăн ĕçпе пулнă чух, Евгений Вахтангов ячĕллĕ театра çитсе вăл вылянă пĕр спектакльти рольпе паллашма май тупрăм. Паллă артист хутшăннипе ÿкернĕ фильмсене те тăтăшах курнă темелле. Юлашки çулсенче экрансем çине «Ворошиловский стрелок» ятпа тухнине темиçе те пăхса килентĕм. Фильмри арçыннăн чи лайăх ролĕшĕн вăл «Ника» премие тивĕçнĕ.
Комментировать