Халăх театрĕсен никĕсĕ

19 Апр, 2014
И.Максимов-Кошкинский пьесипе В.Фролов лартнă «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» спектакле хутшăннисем /сулахайран сылтăмалла/: пĕрремĕшĕ - паллă мар, ун çумĕнче В.Михайлов, Н.Чернышев, Г.Митрофанов, К.Терентьев, В.Ершов.

Чăваш Енре колхоз театрĕсем йĕркеленесси РСФСР Çут ĕç халăх комиссариачĕн 1934 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчи «Колхоз-совхоз театрĕсен тытăмне анлăлатасси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пынă. Унашкал пĕрремĕш театр Куславккара 1934 çулхи юпа уйăхĕнче чăмăртаннă. Кун-çулне вăл кунти завод клубĕн сцени çинче Ф.Павловăн «Ялта» спектаклĕпе пуçланă.

Унашкал иккĕмĕш театр 1935 çулхи раштав уйăхĕнче Патăрьелте йĕркеленнĕ, унăн директорĕ С.Смирнов пулнă. Тепĕр çул Етĕрне хулинче пурăнакансем те колхоз театрĕн ĕçĕсемпе киленме пуçланă. 1937 çул тĕлне республикăра театр коллективĕсен шучĕ пиллĕке çитнĕ: Чăваш патшалăх академи театрĕ /Шупашкар/, асăннă театр çумĕнчи вырăс филиалĕ /Шупашкар/, Çамрăксен театрĕ /Шупашкар/, тата Куславккапа Патăрьелти колхоз театрĕсем.

Малтанхи тапхăрта чăваш çыравçисемпе драматургĕсен /Ф.Павлов, П.Осипов, Н.Айзман, И.Максимов-Кошкинский, М.Трубина/ ĕçĕсене лартнă, малалла - вырăс тата Еворпа классикĕсен произведенийĕсене те.

Колхоз театрĕсен хастарлăхĕ пирки «Красная Чувашия» хаçатра çапла çырнă: «...Патăрьелти колхоз театрĕ республикăн 11 районĕнче 1936-1937 театр сезонĕнче 167 спектакль лартнă, вĕсене 31470 çын пырса курнă».

Чăваш патшалăх пĕрремĕш колхоз театрĕ 1939 çулхи нарăс уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Тăвай, Канаш, Шупашкар, Ишлей, Çĕрпÿ, Трак, Вăрнар районĕсенче 56 концерт кăтартнă, унта 15 пин куравçă хутшăннă. Программăра пĕр актлă пьесăсем, вырăс, чăваш, украин тата ытти халăх юрри-ташшисем, музыка сценкисем пулнă.

Лару-тăрăва 1941-1945 çулхи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи улшăнусем кĕртнĕ. Актерсен пысăк пайĕ фронта тухса кайнă, çавна пула иккĕмĕш тата виççĕмĕш колхоз театрĕсем пĕрлешнĕ. 1942 çулта вăл ĕçлеме чарăннă. Çапах та тепĕр икĕ çултан пĕрремĕш театр Калинино /Нурăс/ салинче ĕçе пикеннĕ. 1947 çулта вăл Вăрнара куçнă. Ертÿçи - Василий Фролов. 1949 çулхи кăрлачра пĕрремĕш тата иккĕмĕш театрсене пĕрлештернĕ, Сĕнтĕр районĕнчи Катикассине куçарса килнĕ, каярах - Шупашкара. 1959 çулта Çамрăксен театрĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ май колоз театрĕ хупăннă, вырăнсенче ун тивĕçĕсене халăх театрĕсем туса пыма пуçланă.

 

ЧР патшалăх хальхи вăхăтри истори архивĕн ертсе пыракан архивисчĕ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.