Хÿтĕлеме те, хÿтĕленме те пĕлекен Азамат

18 Мая, 2017

Чăваш чĕлхи урокĕнче вĕрентекен унпа юнашар никама та ларт- масть — ыттисене пулăшасран хăрать ахăртнех. Пĕрремĕш чĕрĕкре ăна «йăлтах пĕлет» тесе вĕрентесшĕн те пулман, арçын ача пур- пĕрех уроксене çÿренĕ. Пурте ун пек пулсан-и? Тăван чĕлхе пĕтес хăрушлăх та тухса тăмĕччĕ.

Азамат Николаев Шупашкарти 5-мĕш гимназире 5-мĕш класра вĕренет. Арçын ачана спортри çитĕнĕвĕсене пула асăрхарăм та ун пирки кă¬сăклине нумай пĕлтĕм.

— Азамат, санăн яту сайра тĕл пулать. Вăл чăн чăвашла пулни ыттисемшĕн тĕслĕх. Кашни ятăн пĕлтерĕшĕ пур. Азамат пирки вара мĕн пĕлетĕн?

— Мана аттепе анне чăвашсен авалхи йăли-йĕркине тĕпе хурса ят панă. Шăллăма та çаплах, вăл Арслан ятлă. Хамăн ят питĕ килĕшет. Ун пирки халап та пĕлетĕп. Пурăннă тет Асамат тимĕрçĕ. Пĕррехинче вăл кĕпер хывнă. Çумăр хыççăн хĕвел пăхса ярсан тухакан кĕпере çавăнтанпа Асамат кĕперĕ теççĕ.

— Хула ачисем вырăсланни никамшăн та вăрт¬тăнлăх мар. Эсĕ вара чăвашла таса та тикĕс калаçатăн.

— Ачаранах çапла хăнăхтарнă. Аттепе анне Патă¬рьел районĕнче çуралса ÿснĕ. Яла час-часах çÿретĕп, унта ачасемпе туслашрăм, вĕсемпе яланах чăвашла калаçатпăр. Çуллахи каникулта уйрăмах хаваслă. Юлташсемпе пулла çÿретпĕр, тепĕр чухне йывăç çине хăпаратпăр…

— Йывăç çине хăпарма юратнипех спортпа туслă пулĕ-ха эсĕ?

— /Кулать/. Питĕ вăр-вар пулнипе аттепе анне мана спорт гимнастикипе туслаштарчĕç, 5-9 çулсенче унта çÿрерĕм. Гимнастикăна хăнăхаймасран малтан питĕ шиклентĕм, кайран килĕшрĕ. Унта нумай ачапа туслаш-рăм. Эпĕ 3-мĕш класра чухне атте самбо пирки каларĕ. «Кайса пăх, мĕнле унта. Тен, килĕшĕ?» — терĕ. Кайрăм, куртăм, килĕшрĕ. Унччен гимнастикăна çÿренине пула мана тÿрех вăйлисен йышне илесшĕнччĕ, пĕрремĕш ăмăртăва хутшăнма хатĕрлерĕç. Малалла вулас..

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.