«Çылăх каçарттаракан пачăшкăсене ăнланатăп»

18 Мая, 2017

Шăпа мана час-часах кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерет. «Чуна уçса калаçар» рубрикăн черетлĕ хăнипе нумаях пулмасть паллашрăм. Кăмăл-туйăм пĕр пекреххине пула ăна нумай çул пĕлетĕп тейĕн — тÿрех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Çĕнĕ паллашу чунăма ырă туйăмпа тултарчĕ. Вулаканăмсене медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕпе Нина АБРАМОВĂПА паллаштарма васкатăп. Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче кун çути курнăскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче ăс пухнă. Акушерпа гинекологи интернатуринче вĕреннĕ вăл, психиатрипе психологи специальноçне алла илнĕ. Пĕр вăхăт психиатр-экспертра, Мускаври В.П.Сербский ячĕллĕ патшаллăх социаллă тата суд психиатрин наука центрĕнче ăслăлăх сотрудникĕнче, республикăри психоневрологи диспансерĕнче социаллă психологи пулăшăвĕн пай пуçлăхĕнче вăй хунă. Паян Нина Абрамова Шупашкарти Президентăн перинаталь центрĕнче психотерапевтра тăрăшать. Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Хырăм пăрахни сиен кÿнине ăнкараççĕ

— Çуркунне хĕрсем кĕске юбка тăхăнса каччăсене илĕртме тытăнчĕç. Яшсем вĕсене килĕшес тесе мăнаçлă та çирĕп хул-çурăмне вылянтараççĕ. Юрату пурне те хăйĕн тĕнчине чĕнет, ватти-вĕттине ытарлăхĕпе тыткăнлать.

— Юрату — пурнăçăн тĕп тĕллевĕ. Çакна палăртам: чăн юрату туйăмĕ çеç чуна лăпкăлăхпа, ăшăлăхпа, çутăпа тултарать. Çамрăк-и эс, ватă-и — ăна яланах аталантармалла. Çын кирек мĕнле професси суйласан та, хăть те мĕнле яваплă пукан йышăнсан та унăн чунĕнче юрату туйăмне ÿстермеллех.

— Час-часах юратăва юратса пăрахнипе пăтраштараççĕ. Икĕ туйăмăн уйрăмлăхĕ мĕнре-ши? Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.