Ашшĕ фронта кайнăранпа киле арçын кĕмен

18 Мая, 2017

— Пирĕн атте 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă, каялла таврăнайман, çавăнтанпа ку çурта тек пĕр арçын та пырса кĕмен. 76 çул иртрĕ унтанпа. Ачалăх çĕршывăмăрăн кун-çулĕнчи йывăр та тумхахлă çулĕсемпе пĕр килнĕрен атте ăшшине туй-ма пÿрмерĕ пире, — каласа кăтартрĕç Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Марийăпа Зоя Виноградовăсем. Пĕри ашшĕнчен — 13-ре, тепри 4 çулта тăлăха юлнă. Арăмĕ хыпарсăр çухалнă мăшăрне шыраттарса та пăхнă, анчах унăн вил тăприне тупма май килмен.

— Анне аттене ялан кĕтетчĕ, тепĕр чухне ялалла килекен аслă çул çине куç илмесĕр тинкеретчĕ. Пĕр-пĕр кун савнă мăшăрĕ хапха алăкĕнчен шаккассăнах туйăннă тăлăх хĕрарăма. Яла атте çухални пирки çеç хыпар килнĕ, вилни çинчен пĕлтермен-çке. «Çуркунне çитĕ те, çĕмĕрт-сирень çурăлнă вăхăта таврăнĕ ак», — тетчĕ анне куççульне вăрттăн шăлса. Тен, пире лăплантарма çеç çапла кала-нă. Çичĕ ача, ултă хĕрпе пĕр ывăл, çуратнăскер вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ. 100 çула çитме ултă уйăх çеç юлнăччĕ — пире ĕмĕрлĕхех хăварчĕ. Анне çумĕнче, унăн ăшшипе çÿç шураличченех киленсе пурăнтăмăр, ку енчен питĕ телейлĕ эпир. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.