Путевкăшăн - черете

18 Апр, 2014

Çуллахи каникулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăçал бюджетран 15 пине яхăн путевкăлăх 578,5 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕр путевка хакĕ - 11748 тенкĕ. Эппин çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ача канĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчен Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи шкул ачисене путевка пама тытăнчĕç. Ку ĕç мĕнле пыни пирки ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова каласа кăтартрĕ. Пĕрлехи автоматизаци тытăмĕн кăлтăкĕсене тата операторсен йăнăшне пула 10% яхăн ашшĕ-амăшĕн кăмăлне тивĕçтереймен. Хальхи вăхăтра вĕсене путевкăсем тупса парас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр, - сăлтавсене уçăмлатрĕ Светлана Владимировна.

Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатăн çĕнĕ номерĕнче.

Рубрика: 
Теги: