Çитмен пурнăç вăрçтарать

18 Мая, 2017

Ĕлĕкрех лайăх пурăнакансене, хулари предприяти хуçисене «кулак», «эксплуататор» тесе Çĕпĕре тыта-ты¬та янă. Пурлăхне туртса илнĕ хыççăн нумай та вăхăт иртмен, çĕршывра промышленноç таварĕсем, апат-çимĕç çителĕксĕрри сисĕнме пуçланă. Çивĕч ыйтăва пухусенче час-часах çĕкленĕ, хĕрÿллĕн сÿтсе явнă. Çакă Чăваш пат¬шалăх архивĕнче упранакан хăш-пĕр документсенче те курăнать.

1930 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Купăрле ялĕнчи ял халăхĕн пĕрлехи пухăвĕ иртнĕ. Унта Элĕк райповĕн от¬четне итленĕ /ун чухне Купăрле Янасал ял тăрăхĕпе пĕрле Элĕк районне кĕнĕ\. Çынсене суту-илÿре куршак, чĕлĕм, çип, краççын çителĕксĕрри, пан ул¬мишĕн тивекен промышленноç таварĕ кăсăклантарнă.

Дефицита пулах хăшĕ-пĕрин ĕç вырăнне çухатма тивнĕ. 1937 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ваçкассинче ял Совечĕн президиумĕн ларăвĕ пулнă. Документра çапла çырни пур: «Кĕртекасси колхоз председателĕ Иван Иванов /хушаматне улăштарнă — авт.\ çапла каларĕ: «1937 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, каçхине, Элĕкри район центрĕнче ĕçлекен Петр Петров /хуша¬матне улăштарнă — авт.\ çынсем умĕ¬нче темĕн пĕр каласа намăслантарчĕ, чулпа, чышкăпа ватса пĕтерчĕ. Усал сысна тесе темĕн те пĕр каларĕ. Чул¬па çапрĕ, ç… тапрĕ. Вăл Конституцие пăсрĕ. Ялти халăха хăратса çитернĕ, ĕлĕкех колхоза улталаса пурăннă». Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.