Ялсенче – мобильлĕ поликлиника
Ял çыннисене медицинăн паха пулăшăвне парас тĕлĕшпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пуçарăвĕпе ял-салари медицина организацийĕсене врачсен мобильлĕ бригадисем çитнĕ.
Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Мобильлĕ консультаци поликлиники» Канаш районĕн тĕп больницинче ĕçленĕ. Тухтăрсен ушкăнĕ аслисене те, ачасене те йышăннă. Бригада ушкăнĕнче — республика тата хула клиникисен специалисчĕсем: Денис Шапкин невролог, Наталия Светлова кардиолог, Мария Демидова онколог, Марина Леонтьева офтальмолог, Инна Киселева эндокринолог, Галина Кудрявцева дерматовенеролог, ыттисем.
Тухтăрсем консультаци ирттернисĕр пуçне ятарлă пулăшу памаллисене республика клиникисене сипленмешкĕн кайма направлени панă. Вячеслав Оленин хирург çавăн пекех стационарти хирурги уйрăмĕнче сипленекенсене те пăхнă. Çак кун тĕп хулари тухтăрсен ушкăнĕ 217 пациента йышăннă.
Комментировать