Ĕçтешĕмĕрсем "Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕн хушамачĕпе кăсăкланнă
Тăван радиора тата Чăваш Енĕн Наци телевиденийĕнче ĕçлекенсем ĕçтешĕмĕрĕн хăйне евĕр хушамачĕпе кăсăкланса ăна эфира чĕннĕ. Сăмахăмăр - радио тата НТРК эфирĕнче харăсах тÿрĕ эфира тухакан "Ирхи салам" кăларăм пирки пырать.
Василий Ивановпа Алена Арсентьева ертсе пыракан передача ирхи 7 сехетрен 8-ччен пырать. Паянхи кăларăмра хăнара "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăчапа çамрăксен кăларăмĕсен редакторĕ Алина Изман пулнă. Унта ятсен пĕлтерĕшĕ пирки калаçнипе пĕрлех ĕçпе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.
Паянах Алина Измана Чăваш наци радиовĕн "Ирхи кăмăл" кăларăмне йыхравланă. Унта хаçатçă пичет кăларăмĕсенче экологи темине еплерех çутатни çинчен каласа кăтартнă.
Комментировать