- Чăвашла верси
- Русская версия
Латыш литератури килĕшет
Никс Шайцане Шупашкарта пурăнать, Латвири асламăшĕшĕн чунтан тунсăхлать.
— Манăн атте аякра. Вăл Швейцарире пысăк фургонлă машинăпа ĕçлет. Кунта килсен вара пурте пĕрле асанне патне хăнана каятпăр. Вăл пире тулăх сĕтелпе кĕтсе илет. Вăл пĕçернĕ çимĕçсене юратса çиетпĕр вара! Унти халăх ытларах какайран, пулăран пĕçернĕ апата кăмăллать. Уявсенче вара ĕлĕкхи йăлана пăхăнаççĕ, кукăль, сыр, çăкăр çиме тăрăшаççĕ. Çанталăк яланах тенĕ пек ăмăр тăрать. Пĕлĕтлĕ кунсем ытларах унта. Чи хитре те хĕвеллĕ уйăхсенчен пĕри — çу уйăхĕ. Ун чухне кăмăл та лайăх. Хăть футболла выля. Ывăнсан, тархасшăн, уçăлса çӳре. Чи анлă спорт вăййисенчен пĕрремĕш вырăнта — хоккей. Ĕлĕк те çапла пулнă. Хăй вăхăтĕнче Латви команди ушкăнĕнче чи пултаруллă спортсменсем Хельмут Балдерис, Артурс Ирбе вылянă. Спортăн ытти тĕсĕпе те кăсăкланаççĕ çамрăксем. Футбол, волейбол, теннис вăййисемшĕн каçса каяççĕ. Латышсем ачисене тĕрлĕ япала илсе парса иртĕхтермеççĕ. Транспортра, халăх нумай çĕрте ытлашши калаçмаççĕ. Ют çынсемпе вара калаçу пуçарма тăхтаççĕ. Малалла вулас...
Комментировать