- Чăвашла верси
- Русская версия
Пиччĕшĕсем хыççăн вăл та пăшал тытнă
Андрей Васильевичпа Юлия Ивановна Васильевсемпе тĕл пулсан сăмахă¬ма тĕрĕс мар пуçларăм-ши — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин нушине аванах тутаннăскерсен куçĕ харăсах шывланчĕ. Каччă вун çиччĕре алла пăшал тытнă. Пилĕк çулти хĕр пĕрчи вара Беларуçран эвакуаципе талăкĕ-талăкĕпе килнĕ, çул çинче асапланнă. Манăçми вăрçă çулĕсем ватă çынсен чĕрине ĕмĕрлĕх сăнă пек тăрăнса юлнă, вĕсен аса-илĕвĕ чуна пырса тиврĕ.
Виççĕмĕш ывăлне те повестка тыттарнă
Василий Флегантовичпа Дарья Сергеевна Васильевсем çичĕ ачана — виçĕ ывăлпа тăватă хĕре — кун çути парнеленĕ. Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчи çемье ыттисем пекех çĕр çинче ырми-канми тăрăшнă. Андрей çемьере виççĕмĕш ывăл пулнă. Икĕ пиччĕшĕ çапăçу хирĕнче фашиста аркатнă чухне вăл ытти çамрăкпа пĕрле Етĕрне тăрăхĕнче алăран лом-кĕреçе ямасăр окоп чавнă, Калининăри педучилищĕре вĕреннĕ. Павелпа Иван шăрçаланă виç кĕтеслĕ çырусене вăл çывăх çыннисене вуласа панă.
— Киле аттене пулăшма эрнере пĕр кун çÿреттĕм. Пĕррехинче яла пырсан аттепе анне мана хут листи тыттарчĕç. Вĕсем шкулта вĕренмен пирки унта мĕн çырнине вулайман. Повесткăра манăн çар комиссариатне пымаллине, кĕçех вăрçа илсе каяссине çырнă. Çывăх çыннăмсен куçĕ шывланчĕ. Виççĕмĕш ывăлне те çапăçу хирне ăсатма вĕсене йывăр пулнă паллах, — иртнине аса илчĕ ветеран.
Вун çичĕ çулти яша Канаша лашапа ăсатнă. 1944 çулхи раштав уйăхĕнче пулнă ку. Урамра шартлама сивĕ хуçаланнă. Канашра ăна ытти çамрăкпа пĕрле Харькова илсе каякан эшелона лартнă. "500-ый веселый" тенĕ тавар турттаракан икĕ яруслă пуйăса.
— Вакун варринче буржуйка ларатчĕ. Эпир, чăваш ачисем, кам çăпатапа, кам çăматăпа. Килтен кутамккана чиксе тухнă çĕр улмипе, çăкăрпа апатлантăмăр. Харьков хулине çитсен пире уйăрса ячĕç: кама çапăçу хирне, кама вĕренме. Эпĕ Украинăри Яновăри авиамеханиксен шкулне лекрĕм, — калаçăва тăсрĕ Андрей Васильевич. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, повестка иличчен педучилищĕре вĕренни ăна çапăçу хирне лекесрен хăтарса хăварнă.
Шартлама сивĕре — алăксăр, чÿречесĕр пÿртре
Авиамеханиксен шкулне вĕренме ярсан вĕсене пĕр çурта вырнаçтарнă. Фашистсем аркатнă хыççăн çав пÿртĕн алăкĕ те, чÿречи те пулман. Малалла вулас...
Комментировать