«Вилĕмсĕр полк»: çĕнтерÿçĕсене асрах тытатпăр

9 Мая, 2017

 

«Çĕнтерÿçĕ салтаксен кирек хăш вăхăтра та стройра пулмалла», — Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акци кăçал та çак чĕнÿпе иртрĕ. Чăваш Ен унта кăçалхипе пиллĕкмĕш хут хутшăнчĕ.

Çĕнтерÿ кунне халалланă тĕп мероприятисенчен пĕрне хальхинче те çын йышлă пухăнчĕ, вăхăт-вăхăтпа çумăр çуни никама та хăратмарĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра çапăçу хирĕсенче пуç хунă е унтан таврăнсан вилнĕ фронтовиксен тăванĕсем кăнтăрла Шупашкарти Наци библиотеки умне пуçтарăнма тытăнчĕç, вĕсенчен кашниех хăйсен çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕллĕ транспаранта йăтнă. Çемйисемпе, тус-пĕлĕшĕпе, ĕçтешĕсемпе килекенсем те сахал мар. Патриотизм юррисем шăранаççĕ, пухăннисене совет халăхĕн паттăрлăхĕ пирки аса илтереççĕ. Нумайăшĕн куçĕ шывланать: хаяр вăрçă нуши-терчĕ кашни çемьене тенĕ пекех пырса тивнĕ-çке.

«Вилĕмсĕр полк» колонни хальхинче çак маршрутпа утрĕ: Ленин проспекчĕ — К.Маркс урамĕ — Воробьев композиторсен урамĕ — Президент бульварĕ — Хĕрлĕ тÿрем. Унта хутшăнакансем хула урамĕсемпе утнă май кашниех хăйĕн салтакне аса илчĕ, Аслă Çĕнтерÿ ытла хакла ларни пирки шухăшларĕ. Интерактивлă площадкăра янăракан çар-патриотизм юррисем çак туйăмсене пушшех вăйлатрĕç. Çынсем хăйсем те «Катюшăна» темиçе хут шăрантарчĕç, çине-çинех «Ура!» кăшкăрчĕç.

Чи пахи — çак акцие çамрăксем йышлăн килни. Эппин, вĕсем Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенменнисен паттăрлăхне тивĕçлипе хаклаççĕ. Ачасем те хăйсен мăн аслашшĕ-мăн кукашшĕсен портретне йăтса мăнаçлăн утрĕç. Чи пĕчĕккисене «Вилĕмсĕр полк» эмблемиллĕ ялавсем валеçсе пачĕç.

«Вилĕмсĕр полк» акцие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хутшăнчĕ. 

Николай ОСИПОВ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ:

- Ĕнер эпир Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк тата Анат Тăрмăш ялĕсенчен фронта кайнисен портречĕсене йăтса  «Вилĕмсĕр полк» марша тухрăмăр. Çак икĕ ялтан 240 çын вăрçăра çапăçнă, вĕсенчен 99-шĕ çеç тăван тăрăха каялла таврăннă. Манăн кукаçи те, асатте те хыпарсăр çухалнă. Паян вĕсен портречĕсемпе Шупашкарта "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнтăмăр.

Ольга НЯГИНА, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тăп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ:

- Тĕп управленире тата ăна пăхăнакан подразделенисенче вăй хуракан 30 ытла сотрудник паян «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнчĕ. Кашниех хăйĕн салтакĕн портретне йăтса утрĕ, унăн пурнăç çулне аса илчĕ. Манăн асатте, Николай Константинов, 17 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Унăн паттăрлăхĕ пирки хĕрĕме те каласа кăтартатăп. Вăл та çак акцире пирĕнпе пĕрле утрĕ. 

Наталья РОМАНОВА, сутуçă:

- Манăн асатте те, кукаçи те, Çĕрпÿ районĕнче пурăннăскерсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. 33 çулта чухне иккĕшĕ те пуç хунă. Вĕсен паттăрлăхне пуç таяс тĕллевпе хутшăнтăм çак акцие. Çĕнтерĕве çывхартакансем кирек мĕнле çанталăкра та - çумăр çăвать-и е çил-тăман алхасать-и - тăшманпа хăюллăн кĕрешнĕ. Çавăнпа эпир те хĕрĕмпе çумăр çунине пăхмасăр «Вилĕмсĕр полкра» утрăмăр.

www.hypar.ru

 

Комментировать