Чăваш Енри ветерансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

3 Мая, 2017

Чăваш Енре кăçал Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 894 ветеранĕпе инвалидне диспансер тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Çулталăк вĕçлениччен тухтăрсем 12 пин ытла тыл ĕçченĕн тата вăрçăра вилнисен çемье членĕсен сывлăхне хаклама палăртаççĕ. 

Чăваш Енĕн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов республика ертÿçи Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, ветерансен 37,6 проценчĕ патне сывлăха тĕрĕслеме тухтăрсем киле кайнă. Çулталăк пуçланнăранпа 7,3 пин ытла ветерана амбулаторире сипленĕ, çав шутран 73 процентне - килте. Стационара 1,5 пине яхăн ветерана вырттарнă.

Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе ирттерессине сÿтсе явма пуçтарăннă канашлура ветерансене эмелпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатнă. Кирлĕ препаратсене тухтăрсемпе социаллă ĕçченсем киле те çитерсе параççĕ. 

  • Ветерансене диспансеризаци кăларас ыйтупа "хĕрÿ лини" йĕркеленĕ. Унăн номерĕсем: (8-8352) 45-39-74, 8-937-941-19-66. Шăнкăрава ĕç кунĕсенче ирхи 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнаççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать