Уява — ялавпа, чечек çыххипе, çĕкленÿллĕ кăмăлпа!
Республика тĕп хулинче Çуркуннепе ĕç уявне паллă тума халăх йышлăн хутшăнчĕ. Ялавсем, транспарантсем, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе чечексем йăтнă колоннăсем Ленин проспектĕнчен тытăнса Хĕрлĕ площаде çитиччен утрĕç.
Уява предприяти-организацисен, вĕренÿ заведенийĕсен ушкăнĕсем чылайăн пухăннă. Колоннăсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Унпа юнашарах Чăваш Республикин профсоюз организацийĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Анатолий Коршунов, «Единая Россия» Пĕтĕм Раççей политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов утрĕç. Малти ретсенчех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем пулчĕç. Урамсемпе иртнĕ майăн çынсене ятарлă лапамсенчи театрализациленĕ ушкăнсем ăшшăн кĕтсе илсе ăсатрĕç.
Малтанхи шутлав тăрăх, уява 32 пин ытла çын хутшăннă.
Комментировать