Тăлăхсем валли кăçал 121,4 миллион тенкĕ уйăрнă

30 Апр, 2017

Чăваш Енри тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме кăçал пирĕн республикăра 121,4 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 12,7 процент нумайрах. Тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес ыйтăва Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркелĕхĕпе тивĕçтерекен координаци канашлăвĕн çак эрнери черетлĕ ларăвĕнче хускатнă.

2011-2016 çулсенче 1512 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерме 1,3 миллиарда яхăн укçа уйăрнă. Çак виçерен пысăк пайĕ, 80 проценчĕ, - республика хыснинчен. Ытти федераци хыснинчен килнĕ.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 2 пине яхăн тăлăх шутра тăнă, çав шутран çурт-йĕр кирлисем - 1398-ăн. Кăçал 124 тăлăхăн ыйтăвне тивĕçтерĕç.

www.hypar.ru

Комментировать