- Чăвашла верси
- Русская версия
Ашшĕпе амăшĕн ăшшине кукамăшĕ парнеленĕ
28 çулти Руслан Сайфутдинов çемье çавăрсан йышлă ача-пăча ÿстерме ĕмĕтленет. «Кукамай та тахçанах çакна кĕтет. Пулас мăшăрăмпа виçĕ ачаран сахал мар пулĕ», — терĕ вăл йăл кулса.
«Анне ирĕке тухсан хăйĕн патне илсе каймарĕ»
Каччă ача чухне Çĕрпÿ районĕнчи Янтуш ялĕнче кукамăшĕпе кукашшĕ тата мăн асламăшĕ патĕнче пурăннă. «Анне Канашри пĕр техникумра вĕреннĕ чухне студентсен отрячĕпе Самар хулине ĕçлеме кайнă. Унта ингуш каччипе паллашнă, хут уйăрттармасăрах пурăнма тытăннă. Мана вăл 20 çулта çуратнă. Пĕчĕк ачипе тăван ялне таврăннă та Çĕрпÿ хулинче ĕçе вырнаçнă. Унтах кун кунланă вăл. Манăн аттепе вĕсен çыхăну татăлнă», — каласа кăтартрĕ ашшĕпе амăшĕн ăшшине туйса ÿсеймен Руслан. Кукамăшĕпе кукашшĕ мăнукне нихăçан та кÿрентермен, унпа яланах ăшшăн калаçнă, канфет-печенипе сăйланă. Мăнукĕ юратăва туйса çитĕнтĕр тесе чунран тăрăшнă ватăскерсем. Çавăнпа Руслан хăйне вĕсем патĕнче ытлашши туйман. Амăшĕ вырăнне кукамăшĕ апат пĕçерсе çитерни, ачашлани, лăпкаса çывăрма вырттарни — пĕтĕмпех çапла пулмалла пек туйăннă ăна. Кăштах вăхăт иртсен амăшĕ качча тухнă, çут тĕнчене тепĕр ывăл килнĕ. Хĕрарăм ăна та кукамăшне парса хăварнă. Малалла вулас...
Комментировать