"Хыпар" Издательство çуртĕнче чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртĕç

25 Апр, 2017

Паян "Хыпар" Издательство çуртĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки пуху иртрĕ. Унта ĕçре инкек сиксе ан тухтăр тесен туса ирттермеллине сÿтсе яврĕç.

Пухăва пуçтарăннисен умĕнче тухса калаçнă ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Галина Хрисанова çĕршыври тата тĕнчери лару-тăрăва шута илсе те асăрхануллăрах пулма чĕнсе каларĕ. Ĕç пÿлĕмĕсене вара çывăх вăхăтра ятарлă комисси тĕрĕслесе тухĕ. Яваплисем пушар хăрушсăрлăхне хаклĕç, кăлтăксем пулсан тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç. 

Издательство çуртĕнче чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртмалли конкурс та ирттерес терĕç. Унсăр пуçне кунта ĕçлекенсен ачисен пултарулăх конкурсне йĕркелеме палăртрĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать