"Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те чăвашла диктант çырчĕç

24 Апр, 2017

Паян "Хыпар" Издательство çурчĕн журналисчĕсем Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнчĕç. Ытти чухне те алăран калем яманскерсем хăйсен пĕлĕвне халăхпа пĕрле тĕрĕслеме шут тытрĕç. Текста Чăваш наци радиовĕн тата "Тăван радио" эфирĕсенче вуланă май хаçатçăсем ĕç пÿлĕмĕнче ларсах диктант çырчĕç.

Аса илтерер: чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тăван чĕлхене пĕлнине кăтартма май паракан акци 2013 çулта йĕркеленнĕччĕ. Кăçалхи тĕрĕслеве хутшăнакансем Геннадий Волков этнопедагогăн "Ăслă ача" калавĕ тăрăх диктант çырчĕç.

"Хыпар" Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев каланă тăрăх, текста Мария Самделова лайăх вуланă. "Чĕлхене лайăхах пĕлменнисем те тĕрĕс çырчĕç пулĕ. Геннадий Волков тексчĕ интереслĕ, ачасене ăса вĕрентет. Анчах текстра чĕлхе тĕлĕшĕнчен йăнашсем пур. Сăмахран, диктор çичĕ-сакăр çулхи ача тесе вуларĕ, анчах çулти тесе çырмалла", - шухăшне палăртрĕ Дмитрий Андреевич.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать