Сăмахсăр юрату

22 Апр, 2017

Утса мар, чупса пырса кĕтĕмĕр Красноармейски районĕнчи Пăрăнтăкри Анисимовсен килне. Йĕри-тавра пĕлĕт карса илни васкатрĕ пире çак мăшăрпа тĕл пулма.

Хăтлă пÿртре меллĕ вырнаçса ларсанах çумăр чашлаттарса çума пуçларĕ. Ырă çынсем патне çитиччен кĕтрĕ, тавралăха та, пире те, ĕçпе çула тухнисене, йĕпетмерĕ вăл. Çумăр тумламĕсем çĕре ÿкнине аллипе евĕрлесе кăтартрĕ мăшăрне хĕрарăм. Те çăварĕнчен мĕнле сăмах тухнине, те çут çанталăк улшăннине ăнланса Алексей Анисимович хавхалансах пăлтăра тухрĕ. Çуркуннехи малтанхи çумăра çывăхран курасшăн пулчĕ вăл.

Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ те, ку килте сасă хăпартса калаçакан çук. 64 çул хушши кил хуçи арăмне чунран юратнине сăмахпа мар, ĕçпе ĕнентерет. Çак вăхăтра упăшки ăшшăн та ачашшăн калаçнине илтес те килнĕ пуль хĕрарăмăн, анчах арçын ачан виçĕ çулта чирленĕ хыççăн чĕлхи уçăлайман.

Калаçайманни телей кайăкне тытмашкăн пĕрре те чăрмантарман Алексей Анисимова. Малтан авланма хатĕрленекен яша тăванĕсем пĕр хĕр тупса панă. Çук, килĕштермен ăна Пăрăнтăк каччи. Çак яла качча тухнă аппăшĕ патне çÿрекен Перасковьяна куç хывнă вăл. Шăпах хăнана килсен арăм тума лашапах вăрласа кĕнĕ ăна харсăрскер.

Чăн та, йĕрсе те пăхнă Анатри Типçырма хĕрĕ. Сăмахпа чуна пусарайман çынпа мĕнле пурăнасси шухăшлаттарнă ахăр Перасковья Владимировăна. Куççуль кăларнă та... лăпланнă вăл. Çирĕм тăххăртан иртнĕскерне çемье çавăрма вăхăт çитни татăклă утăм тума пулăшнă-ши?

«Хĕрарăма тĕпел кукри кирлĕ теççĕ, çавăнпах пĕр çăвартан пурăнма килĕшрĕм пуль. Çакăншăн шăпана пĕрре те ÿпкелемен. Качча тухиччен хура-шурне сахал мар курнă. 9 çултах аннесĕр юлтăм та ама çурипе çитĕнтĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче торф кăларнă, окоп чавнă. Кайран Шупашкарта пиччен çемйипе пĕрле пурăнма тиврĕ. Пĕр предприятире çĕлĕк, çи-пуç çĕлеттĕм», — аса илет вăрăм ĕмĕрлĕскер.

Мăшăрĕ çинчен каласа кăтартнă чухне хĕрарăмăн сăн-пичĕ телейпе çиçнине сăнама кăмăллă. Çемье çавăрсанах больницăра тĕрĕсленнĕ арçын. Анчах тухтăрсем чир шала кайнине, ача чухнех сипленмелле пулнине палăртнă.

Шкулта пĕлÿ илмен пулин те Алексей Анисимов тума пĕлмен ĕç çук килте. «Çăматă кăна йăваласа пăхман вăл», — тет кил хуçи арăмĕ. Ачисене те тĕлĕнтерет унăн правурлăхĕпе ĕçченлĕхĕ. «Эпĕ апат пĕçернĕ вăхăтра вăл ĕне суса кĕретчĕ. Е хам витре йăтса тухиччен ăна уйран уçлама çÿпçене хăйма ярса хăвараттăм», — йăлтах куç умне кăларма пулăшать 93-рен иртнĕ Перасковья Владимировна. Унăн упăшки апат та тиркемест. Мĕн пуррипе яланах çырлахать.

Ăшă йăва çавăрнă, кил таврашĕнче, пахчара тăрмашнă, пыл хурчĕ тытнă. Унсăр пуçне картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Нумай пулмасть кăна витене хутлама чарăннă вĕсем.

Алексей Анисимович ĕмĕр тăршшĕпех тимĕрçĕ лаççинче вăй хунă. Перасковья Владимировна та «Мичуринец» совхоз ĕçĕнчен юлман. Иккĕшне те тĕрлĕ наградăпа чысланă. Пилĕк çул каялла «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» орденпа хавхалантарнă çак мăшăра.

Анисимовсем икĕ хĕрпе икĕ ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, ачисенчен пĕри чире пула вăхăтсăр уйрăлса кайнă çывăх çыннисенчен. Ыттисем çемйисемпе тăван киле пырсах çÿреççĕ.

Кил хуçи пурнăçĕ ăннăран ярмăрккăра савăннине, ĕçкĕ-çикĕре кăмăл туличчен ташланине уйрăммăн палăртать хĕрарăм. Арăмĕпе упăшки килĕштерсе ĕмĕр ирттернине çирĕплетмест-и çакă?

Вĕсем иккĕшĕ те йышлă çемьерен тухнă. Халĕ икĕ енчи пĕр тăванĕсем çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Алексей Анисимовичпа Перасковья Владимировна кăна пĕр-пĕрне упраса пурăнаççĕ.

Анисимовсем патĕнчен тухнă çĕре çанталăк каллех уяртрĕ. Мăшăр пире кил картине тухсах ăсатса ячĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.