Общество транспорчĕпе çÿренин тăкакĕсене саплаштарасси
Çăмăллăхпа усă куракан граждансене общество транспорчĕн уйăхри çулçÿрев билечĕ туянса тăкакланнине компенсацилемелли йĕркепе паянхи кăларăмра ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин Социаллă пулăшу паракан центрĕн директорĕ Ирина Анатольевна ДРОЗДОВА ăнлантарса парать.
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 596-мĕш Йышăнăвĕпе Чăваш Республикин территорийĕнче ялан е ытларах чухне пурăнанакан граждансен уйрăм категорине патшалăх пулăшăвĕн хушма мерипе тивĕçтерсе Чăваш Республикин территорийĕнче хулари пурте усă куракан автомобиль транспорчĕпе; хулари пурте усă куракан электричество транспорчĕпе; хула çывăхĕнчи пурте усă куракан автомобиль транспорчĕпе усă курнин тăкакĕсен пĕр пайне укçан компенсацилеме палăртнă.
Компенсацие ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, реабилитациленĕ граждансене, сусăрсене, вăрçа хутшăннисене тата инваличĕсене, çар хирĕç-тăрăвĕн ветеранĕсене тата граждансен ытти категорине параççĕ.
Уйăхри çÿрев билетне туянса е çÿревшĕн укçа тÿлемесĕр усă курмалли ятарлă карттăна нухратпа пуянлатса тăкакланнин /саплаштару виçи унăн хакĕн 20 проценчĕпе танлашать, анчах 150 тенкĕрен иртмест/ компенсацине кварталта пĕр хут почтăна е çăмăллăхçăн кредит организацийĕнчи счечĕ çине куçараççĕ. Çăмăллăхпа усă курмалли ирĕке Социаллă пулăшу паракан центрти кăтартусене тĕпе хурса çирĕплетеççĕ.
Компенсаци укçине тивĕçмешкĕн гражданинăн хăй пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне кайса çирĕплетнĕ йĕркепе заявлени, хăй кам пулнине тата ăçта пурăннине ĕнентерекен документ копине тата кăçалхи пĕрремĕш кварталти тăкак саплаштарăвне илмешкĕн çулçÿревĕн уйăхри типографи мелĕпе пичетленĕ билетне памалла. Енчен те çăмăллăхçă çÿревĕн электронлă билетне туяннă тăк заявленире карточка номерне кăтартни те çителĕклĕ.
2017 çулхи иккĕмĕш кварталтан тытăнса çÿревĕн электронлă билечĕн тăкакĕшĕн кăна тÿлеççĕ. Кун пек чухне çăмăллăхçăн электронлă карточкăна пуянлатни çинчен пĕлтерме кирлĕ мар: социаллă пулăшу пайне пĕтĕм кăтартăва «Транспортăн пĕрлехи картти» ООО электронлă майпа çитерет.
Хула çывăхĕнчи çÿрев билечĕпе усă куракансен отчетлă квартал иртнĕ хыççăнхи уйăхăн 15-мĕшĕччен /2017 çулхи тăваттăмĕш кварталшăн — кăçалхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен/ социаллă хÿтлĕх органĕсене уйăхри çÿрев билетне пырса памалла.
Граждансене компенсаци укçине кун пек чухне отчетлă квартал хыççăнхи уйăхăн 25-мĕшĕччен куçарса параççĕ. Урăхла каласан, кăçалхи пĕрремĕш кварталшăн илмелли саплаштарăва вĕсем ака уйăхĕнче тивĕçеççĕ.
2017 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне республикăри социаллă хÿтлĕх органĕсем 5872 заявлени /çав шутра Шупашкар хулинче — 5537/ йышăннă. Хальхи вăхăтра пайсен специалисчĕсем документсене тĕрĕслеççĕ, электронлă базăна йĕркелеççĕ.
Компенсаци укçине ветерансемпе инвалидсене саккунпа палăртнă вăхăтра куçарса параççĕ.
Комментировать