ХУРĂН ШЫВĔ ВИТАМИНСЕМПЕ ПУЯН
Хурăн хĕл тăршшĕпе сиплĕ вăй-хал пухать. Унăн пархатарлă парнипе - пылакрах сĕткенĕпе - туллин киленме пултаратпăр.
Сĕткен витаминсемпе, ферментсемпе, хытаракан япаласемпе, минерал тăварĕсемпе, çав шутра калипе, магнипе, тимĕрпе, пăхăрпа, пуян. Уçăлтаракан диета шĕвекĕ япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, организмăн тĕрлĕ инфекцие хирĕçле хăватне вăйлатать, юна тасатать, организмран сиенлĕ япаласене кăларать, çамрăклатакан витĕм кÿрет, ывăннине ирттерет, кăмăла çĕклет. Кунне 1 стакан та пулин хурăн сĕткенĕ ĕçсен вĕчĕрхенÿлĕх, ыйхă вĕçни иртнине палăртаççĕ. Вăл кирек кама та юрать.
Сĕткене чĕрепе юн тымарĕсен, пÿре, ÿпке чирĕсем, гипертонии, хырăмлăх язви, подагра, ревматизм, артрит, радикулит аптратсан ĕçни усăллă.
Ăна шывпа хутăштармалла мар, темиçе тумлам лимон сĕткенĕ /йÿçекĕ мар!/ тата кăштах пыл яма юрать.
Сăмах май, лавккара сутакан хурăн сĕткенне консервант вырăнне шăпах лимон йÿçекĕ хушаççĕ, çавăнпа унăн усси сахалрах. Шел, чĕрĕ сĕткен сивĕтмĕшре те икĕ талăкран ытла упранмасть.
Шăнса пăсăлсан температура пысăк тăк, ÿпке туберкулезĕ чухне /тĕп сиплевпе пĕрле/, ÿт чирĕсем аптратсан кунне 3 хут апатчен пĕр сехет маларах 1-ер стакан хурăн шывĕ ĕçни усăллă. Гипертони, ÿт тăртанни, чĕре çитменлĕхĕ, атеросклероз тертлентерсен кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах çуршар стакан сĕткен ĕçмелле. Кариесран хÿтĕленме тата пародонтозран сипленме çăвара кунне 2-3 хут хурăн сĕткенĕпе чÿхемелле.
Сĕткен илемлĕхе упраса хăварма та пулăшать. Пит валли тутлăх маскине çапла хатĕрлеççĕ. 2 апат кашăкĕ хурăн шывне 1 апат кашăкĕ хăймапа тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла, таса пите сĕрмелле. 15 минутран сивĕ шывпа çуса тасатмалла. Процедура хыççăн пит ÿчĕ якалать, тутлăхлă япаласемпе пуянланать.
Нÿретекен бальзам: 2 стакан хурăн сĕткенне 1 апат кашăкĕ пылпа тата 1 чей кашăкĕ тăварпа хутăштармалла. Тăвар ирĕлсен икĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла, 1 стакан шурă эрех хушса силлемелле. Лосьонпа пите çунă хыççăн сăтăрмалла, 1-2 сехетрен шывпа çуса тасатмалла.
Пÿрлешке тертлентерсен пите кунне 2 хут хурăн шывĕпе çуни е сиенленнĕ ÿт çине унра йĕпетнĕ марля хуни пулăшать.
Çÿç тăкăнсан пуçа çăвас умĕн 1 сехет маларах ÿтне хурăн сĕткенĕпе сăтăрни тата сĕткене ĕçни ырă витĕм кÿрет.
Комментировать