«Çулталăк вĕрентекенĕ – 2017» çĕнтерÿçисене чысларĕç
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăри педагог профессийĕн ăсталăхне палăртакан конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ.
Йăлана кĕнĕ «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс çумне юлашки çулсенче тĕрлĕ ытти номинаци хушăнсах пычĕ: педагогсен пĕрлĕхĕ çулталăкри чи лайăх воспитателе, класс ертÿçине, социаллă педагога, психолог-педагога, çамрăк вĕрентекене /педагог стажĕ виçĕ çултан ытла мар/ чыслас йĕркене çирĕплетрĕ.
Финала сумлă хăнасем те йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл хальхи вăхăтра ĕçлекен педагогсен çитĕнекен ăрăва ăс-хакăл, кăмăл-сипет пуянлăхĕн никĕсĕ çинче пурнăçра чи пĕлтерĕшлисем чĕм хаклăхĕсем пулнине ĕнентермелли çинчен аса илтерчĕ.
Тÿресем конкурсантсене тĕплĕн хакланă хыççăн «Çулталăк вĕрентекенĕ -2017» ята Çĕрпÿри 2-мĕш шкулта историпе пĕлÿ паракан Лариса Семенова чи тивĕçли тесе йышăннă. «Çулталăк воспитателĕ» Шупашкарти 178-мĕш ача садĕнче вăй хуракан Наталия Машанова пулса тăчĕ. Чи лайăх класс ертÿçи - Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицей вĕрентекенĕ Елена Порфирьева, социалă педагог — Етĕрне районĕнчи Тури Ачак вăтам шкулĕн ĕçченĕ Татьяна Яжейкина, психолог-педагог — Красноармейски районĕнчи Трак вăтам шкулĕн Анастасия Васильева. «Педагог дебючĕ» конкурс çĕнтерÿçи — Шупашкарти 19-мĕш шкулта дефектологра тăрăшакан Татьяна Мигушова.
Ирина ИВАНОВА
Комментировать