53 йывăçа çăлнă
Патăрьелти 1-мĕш шкулта «Макулатура паратпăр — йывăçа сыхласа хăваратпăр!» девизпа экологи акцийĕ иртрĕ.
Йĕри-тавралла пăхар-ха: хаçат-журнал, почта ещĕкĕнчи реклама, кирлĕ мар документ, обой… — çаксене йăлтах хутран тунă. Çулсерен 13 миллион гектара яхăн вăрман пĕтет, ÿсессе вара — 6 гектар кăна. Çĕр чăмăрĕ çинче кашни çеккунтра футбол лапамĕ чухлĕ вăрман çухалнине пĕлтерет ку. Эпир кивĕ хут пуçтарнипе те çут çанталăка пулăшу кÿме пултаратпăр. Сăмахран, атьăр-ха кил-çурта тирпейлер те кивĕ хаçат-журнала, кĕнекене макулатура йышăннă çĕре кайса парар. Çапла майпа мĕн чухлĕ йывăçа çăлаятпăр. 1 тонна хут кăлармашкăн ÿссе çитнĕ 17 йывăç кирлĕ. Кивĕ хутран çĕннине тума чылай ансатрах. Ку мĕн чухлĕ ÿсен тăрана, çĕр чăмăрĕн «симĕс ÿпкине» упраса хăварĕччĕ.
Пĕр уйăх тăршшĕпе ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ ăмăртмалла тенĕ пек шкула кивĕ хут йăтрĕç. Пур класс та акцие хастар хутшăнчĕ, 3153 килограмм макулатура пухăнчĕ. Нумай-и е сахал-и ку? Тен, пирĕн пек пысăк шкулшăн нумаях та мар. Анчах, статистика тăрăх хаклас тăк, эпир 53 пысăк йывăçăн пурнăçне çăлтăмăр. Кашнине ÿсмешкĕн 50 çултан кая мар кирлĕ. Пирĕн шкул пухнă кивĕ хутран 90 пин тетрадь е 27 пин рулон туалет хучĕ кăларма пулать.
Пĕтĕмлетÿ тăрăх, пуçламăш классем хушшинче 4-мĕш «а» 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, вĕсем 570 килограмм кивĕ хут пухрĕç. Елена Лепешкина, Михаил Музяков, Антон Цветков, Ильфат Халитов уйрăмах хастар пулчĕç.
Çакна та аса илтерес килет: вăтамран пĕр çемье 1 кунта çÿп-çап витрине çур килограма яхăн хут пăрахать, эрнере — 4 килограмм, çулталăкра — 186. 60 килограмм кивĕ хут 1 йывăçа çăлса хăвараять: пĕр çемьен 4 уйăх çÿп-çапа хут пăрахмалла мар çеç!
Экологи культурине кашнин йăлана кĕртмелле. Килте пухăннă хута тепĕр пурнăç парнелеме ăсатмалла. Перекетлĕ пулни — тупăшлă та хăтлă!
Светлана УРУКОВА,
Патăрьелти 1-мĕш шкул
директорĕн заместителĕ.
Комментировать