Физкультура урокне кĕрес мар тесе пăлахая переççĕ
Юлашки çулсенче республикăри шкулсенчи спортзалсене юсаса çĕнетессипе çине тăрса ĕçлеççĕ, вĕсене хальхи вăхăт ыйтакан спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Физкультура урокĕсене райцентрти ФСКра та ирттерет хăш-пĕр шкул. Вĕренекенсем хаваспах бассейна ишме çÿреççĕ. Ачасемпе çамрăксене спортпа туслашмашкăн майсем çителĕклĕ халĕ.
Хырăм ыратать е тум çук
Пĕр çулхине ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк педагогсемпе тĕл пулнă чухне физкультура вĕрентекен пике çапла каланăччĕ: «Ачасем, уйрăмах аслă класра вĕренекенсем, урока кĕрес мар тесе темĕн те шухăшласа кăлараççĕ: е хырăм ыратать, е спорт тумне манса хăварнă…» Яш кĕрĕмпе хĕр-упраç физкультурăна кăмăлламанни кĕтменлĕх пулчĕ Пуçлăхшăн. «Сирĕн урока пĕрре пырса курăпăр-ха, хамăр тĕслĕх кăтартăпăр», — тенĕччĕ вăл. Тĕрĕссипе, педагог калани мана нимĕн чухлĕ те тĕлĕнтермерĕ, мĕншĕн тесен çамрăксем физкультура урокĕнче телефонпа е планшетпа выляса ларнине пĕр шкулта хам та курнă. Кунашкаллисен хисепĕ нумай мар паллах. Тухтăр урокра сикме-чупма чарнисем пирки мар-ха паянхи сăмахăм, кашнин сывлăхĕ пĕр пек мар. Анчах пăлахая персе урока кĕменнисене ăнланмастăп.
«Эпир çитĕннĕ чухне ял çывăхĕнчи тăвайккисем йĕлтĕр йĕрĕпе урлă та пирлĕ «çырăнса» пĕтетчĕç. Мĕн тĕттĕм пуличчен унта ача-пăча сасси янăратчĕ. Хамăрăн ачасем те пăр çинче хоккейла вылятчĕç, тăвайккинчен çунашкапа ярăнатчĕç, йĕлтĕрçĕсем вара уй-хире васкатчĕç… Нивушлĕ паян çав пулăмсем иртнĕ вăхăта çеç тăрса юлчĕç? Чунра питех те йывăр. Ял тăвайккийĕсем тăлăх, йĕлтĕр-коньки нумайăшĕн çук. Хăш-пĕр çемье вĕсене лавккаран туянма ниепле те пултараймасть — укçа çитмест. Çав вăхăтрах тепĕр япала канăçсăрлантарать. Ачасене спорт секцине е кружока çÿреме ятарлă тум е хатĕр илсе пама йывăр тейĕпĕр. Хамăр вара чун тĕпренчĕкĕсене хаклă йышши смартфонсемпе иртĕхтеретпĕр», — çакнашкал çыру та килнĕччĕ редакцие Елчĕк районĕнчен.
Норматив пурнăçлайманшăн кулнă
Паллах, пур ача та спорта кăмăлласах каймасть. Çĕр проценчĕпех ăна килĕштерттерме майĕ те çук. Кашни вĕренекен спорт нормативĕсене кирлĕ пек пурнăçлама пултарайманни те ура хурать пуль. Тен, маттур та çирĕп хул-çурăмлă юлташĕсемех норматива парăнтарайманран куласран шикленеççĕ. Тĕрĕссипе, нимĕнле тăрăхлав та пулмалла мар та... Кашнин сывлăхĕ, вăй-хăвачĕ расна. Пĕррехинче хулари пĕр шкулта вĕренекен ачан ашшĕпе калаçма тÿр килнĕччĕ. Унăн 9-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ физкультура урокне кăмăлпах çÿременни пирки сăмах хускатрĕ. «Эпĕ турник çинче кирлĕ чухлĕ туртăнайманнишĕн мана вĕрентекен ыттисем умĕнче самаях намăслантарчĕ. Çак самантран физкультурăна юратмастăп», — тенĕ иккен ывăлĕ. Ачан чунне амантсан вăл урока кăна мар, спорт ăмăртăвĕсене те курайми пулса тăрас хăрушлăх пур.
Ача пĕр-пĕр норматива пурнăç-лаймасть — ăна ятлаççĕ. Çитменнине пĕтĕм класс е юлташĕсем умĕнче. Ун пек чухне унăн кăмăлĕ хуçăлать. Пур ача та пĕр вăхăтра тата пĕр пек çитĕнеймест. Нормативсем вара пуриншĕн те пĕр пек.
Хĕрсем вăтанаççĕ
Физкультура урокĕсем арçын ачасемпе тата хĕрачасемпе пĕрле иртеççĕ. Çакă та кăмăла каймасть нумайăшне. «Çи-пуç улăштармалли пÿлĕм çукки тарăхтарть, çавăншăнах урокран пăрăнма тăрăшатăп», — тенĕччĕ 9-мĕш класра вĕренекен хĕрача. Паллах, пикесем каччăсем умĕнче хывăнса тăхăнаймĕç. Е тата физкультура хыççăн хĕрлĕ пит-куçпа, тарланă тумпа, сапаланса пĕтнĕ çÿç-пуçпа тепĕр урока кайма тивнишĕн те кăмăлсăр нумайăшĕ. Арçын ачасем умĕнчех тĕрлĕ хускану туни, вĕсенчен яшсем кулни те килĕшмест. Хĕрсен «физкультурăна кĕме юраман» кунсем те пулаççĕ. Анчах ун çинчен вĕсем учителе калама вăтанаççĕ.
Справка илсе килнĕ
Тĕрĕссипе, вĕренекен физкультурăна юратасси чылай чухне учительтен нумай килет. Занятисене вăйă формипе ирттернине кашни шкул ачи кăмăллать. Баскетбол, волейбол, уçă сывлăшра чупни епле ан илĕрттĕр? Кăмăл та уçăлать, кĕлетке те тĕрлĕ хускану тунăран канлĕх тупать. Пĕрисем хăйсен ачисем спортпа туслă пулнишĕн савăнаççĕ, çамрăк ăру çирĕп сывлăхлă çитĕннишĕн хĕпĕртеççĕ. Теприсем вара спорта хушма тиев вырăннех йышăнаççĕ. «Пирĕн ачана вăл нимĕн тума та кирлĕ мар» текен шухăшлисем, шел те, пур. Апла-и, капла-и — физкультура сывлăш пекех кирлĕ. Шкул ачине те, вĕсен ашшĕ-амăшне те, аслă ăрурисене те.
Ачасене физкультурăпа паян туслаштармасан мĕн пулĕ-ши малашне? Ял ачисем пирки мар кунта калаçу. Хулари хăш-пĕр вĕренекен физкультура урокĕн-чен хăтăлас тесе тухтăртан справка илсе килет. Çак хут ăна нормативсене пурнăçласран хăтарать. Ун пек чухне вĕрентекенĕн ачана мĕнле паллă лартса чĕрĕке пĕтĕмлетмелле-ха?
Темле пулсан та, спорт усала мар, ырра вĕрентет, организма кăна мар, кăмăл çирĕплĕхне те туптать. Ачан пушă вăхăтра компьютер е телевизор умĕнче лариччен уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Физкультурăпа туслă яша е хĕре сăнăр-ха: епле яштака та илемлĕ, кĕрнеклĕ вĕсем! Апла пулсан физкультура хамăршăнах усăллă.
Комментировать