- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш Ен çыннисем кăçал ăçта канасшăн?
Пирĕн ентешсенчен чылайăшĕ çуллахи кану кунĕсенче ют регионсене, инçетри çĕршывсене кайса килме ĕмĕтленет. Хăшĕ-пĕри халех турфирмăсенче путевкăсем туянма палăртса хунă.
Ăçта йÿнĕрех — çавăнта
Туристсем ют çĕршывсенчен Турципе Египета ытларах килĕштерни вăрттăнлăх мар. Анчах виçĕм çул çулла унта пирĕншĕн çул хупăнчĕ. Çынсем урăх çĕршывсене вĕçме пуçларĕç. Канма ăçта йÿнĕрех — çавăнта кайма тытăнчĕç. Болгарие, Туниса, Кипра тата самай «йÿнелнĕ» Грецие путевка чылай сутăннă. Турцие çул уçăлсан вара унăн рейтингĕ каллех ÿсрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем кăна мар, пĕтĕм Раççейĕпех хапăл тăваççĕ çав курорта. Мĕншĕнни те паллă. Пĕрремĕшĕнчен — сервис çÿллĕ шайра, иккĕмĕшĕнчен — виза кирлĕ мар, виççĕмĕшĕнчен — хакĕ тивĕçтерет.
Шупашкарти Николай Иванов мăшăрĕпе кашни отпускра инçетри курорта çитсе килме тăрăшать. «Виçĕм çул — Египетра, пĕлтĕр Индире хĕвел айĕнче хĕртĕнтĕмĕр. Индири кану валли укçа-тенкĕ ытларах кирлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен унта апат-çимĕç хамăрăн туянма тиврĕ. Путевкăна «пĕтĕмпех кĕртнĕ» текеннине туянманччĕ. Хăна çуртĕнче пурăнтăмăр, икĕ çыншăн 60 пин тенкĕ тÿлемелле пулчĕ. Унсăр пуçне виза хатĕрлеме те самаях тăкакланма тиврĕ. Экскурсие çÿрерĕмĕр, тавралăхпа паллашрăмăр. Техĕмлĕх çитĕнтерекен плантацие, кивĕ ГОАна, авалхи çуртсен ишĕлчĕкĕсене куртăмăр. Урамсем таса мар, çÿп-çапа пуçтармаççĕ, вырăнти халăх ăна ăçта тÿр килнĕ, çавăнта ывăтать. Хулара ĕнесем ирĕкре çÿренине курма интереслĕ пулчĕ. Сĕт пама пăрахнăскерсене хуçисем кăларса яраççĕ. Ĕне Индире сăваплă чĕр чун шутланать, вĕсене унта пусса çимеççĕ. Чĕр чунсем çÿп-çап купинче апат шыраççĕ. Чи килĕшни, паллах, тинĕс пулчĕ, çанталăк та лайăх. Апат-çимĕçĕ те хăйне евĕрлĕ. Унта 10 кун пурăнса 90 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Египетпа танлаштарсан, Индире отель сахал. Хĕвел питтинче хĕртĕнме, шыв айĕнче ишме /дайвинг/ юратакансене пирамидăсен çĕршывне кайса килме сĕнетĕп. Кăçал Турцие çитме палăртрăмăр-ха», — кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ Коля. Малалла вулас...
Комментировать