Пулас мăшăрĕ патне костыльпе те çÿренĕ

20 Апр, 2017

Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнакан Белковсен кил картишне кĕрсен чăхсем пĕр вĕçĕм кăтиклетрĕç, хушăран ĕнесем сасă пачĕç. Тÿрех ăнлантăм: çемье выльăх-чĕрлĕх нумай тытать. Çакна кил умĕнче ларакан техника та çирĕплетрĕ. Вăрманлă тăрăхра пурăннă май Ольгăпа Леонид çулла утă нумай хатĕрлеççĕ.

— Пĕрлешсен пĕр вăхăт ялта, хунямапа пĕрле, пурăнтăмăр. Кайран хулана кайма шухăшларăмăр, унта 4 çула яхăн кун кунларăмăр. Эпĕ пĕр лавккара сутуçăра тăрăшрăм, мăшăр пысăк укçа шыраса Мускава шапаша çÿрерĕ. Хуняма ялта пĕчченех пурăнать тесе каялла тăван тăрăха куçса килме тĕллевлентĕмĕр. Хула пурнăçĕ те йăлăхтарнăччĕ ĕнтĕ. Килте çĕнĕ лупас çĕклерĕмĕр, ун чухне 3-4 ĕне тытаттăмăр. Тем муртан каллех Шупашкара çул тытрăмăр, унтан — яла. Леньăн асламăшĕн килне пурăнма куçсан сарай хăпартрăмăр. Ун чухне тĕлĕнтĕм: ара, вăл ытла пысăкчĕ. Халĕ ав, выльăхĕ нумай та, вырăнĕ сахал. Вĕсен шутне çулленех ÿстеретпĕр, — калаçăва пуçларĕ кил ăшшин управçи Ольга.

Леонидпа Ольга çемье çавăрнăранпа 13 çул иртнĕ. Вĕсем 3 ача — 12-ри Настьăпа 4-ри Надьăна, 3-ри Юрăна — çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр Белковсем кермен пек икĕ хутлă çурта пурăнма куçнă. Ăна хăпартнă чухне ял-йыш нимене пухăннă. Кил ăшшин управçи каланă тăрăх, пĕрремĕш кунхине — 80, иккĕмĕш кунхине 60 çын ĕçленĕ хыççăн сĕтел хушшине вырнаçнă. «Çурчĕ, чăнах та, кермен пек. Ялта кунашкалли тек çук та пуль. Сирĕн ав тĕп килте юлаканни, арçын ача, çитĕнет. Ун валлиех çавнашкал пысăк пÿрт çĕклерĕр пуль-ха?» — интереслентĕм Белковсенчен. «Те ялтах юлĕç пирĕн ачасем? Хальхи ăру тăван тăрăхра тĕпленессишĕн çунмасть — пурте хулана туртăнаççĕ. Ялта пĕтĕм услови — ваннăй-туалет таранах — пур. Тĕрĕссипе, ялта, хуларипе танлаштарсан, пурăнма çăмăлрах пуль, — пĕр шухăшлă пулчĕ мăшăр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.