- Чăвашла верси
- Русская версия
Курайман çынсем тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă
Ункă юхан шыв хĕррине ĕне çитерме пынă ачасем унталла-кунталла чупнă, вылянă, тăмран икерчĕ «пĕçернĕ». Унччен те пулман — пĕри пĕчĕк Галинăран: «Кулак, кулак!» — тесе кулнă. Хальччен тус-юлташĕ ăна хăйĕнчен нихăçан та уйăрман, кÿрентермен. Галина килелле макăрса чупнă, йăлтах амăшне каласа панă. «Кулак ухмах мар», — теме хушнă вăл хĕрне. Галина Дмитриева кайран çеç, ÿссен, вăл çураличчен çывăх çыннисем мĕн тери нушаллă пурăннине пĕлнĕ. Ашшĕне малтан кулак тесе айăпланă, кайран ссылкăна ăсатнă. Аякри Биробиджан хулинче 3 çул ирттернĕскер киле таврăнсан та нумай савăнса пурăнайман: кĕçех çĕре кĕнĕ. Галина Александровнăн амăшне, упăшкине пытариччен 5 ачине хура тăпрапа хупланăскере, ытла та йывăр килнĕ.
Мăнкунра — пушар
— Пирĕн тăвансем, Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăннăскерсем, ялта сумлă, пуян çынсем пулнă. Вĕсем ырми-канми ĕçленĕ, НЭП вăхăтĕнче суту-илÿпе вăйлă тупăш тунă, апла пулин те хăйсене çын хушшинче яланах йĕркеллĕ тытнă. Маçак хăйĕн пĕртăванĕсемпе пĕр урамрах пурăннă, 3 кил юнашар ларнă. Асаттесен çурчĕ варринче пулнă. Виçĕ çемье килĕштерсе кун кунланă, никама та усал туман. Анчах вĕсене курайман çынсем тупăннă. Пĕр каçхине, Мăнкунра, вĕсен килне чĕртсе янă. Пушар çийĕнчех алхасма тытăннă, çуртсем питĕ вăйлă çуннă. Тăванăмсем пÿрт тăрри ан çĕртĕр тесе тикĕтпе сĕрнĕ пулнă. Çавăнпа пушар патне пымалла мар вăйлă алхаснă. Сарайĕнче ларнă пĕр пичке тикĕт те сирпĕннĕ. Инкек пуличчен 2 çул маларах манăн атте, çемьеллĕскер, тĕп килĕнчен уйрăлса тухса инçех мар çурт лартнă. Пушар хыççăн асаттен çемйи ун патĕнче хÿтлĕх тупнă, — калаçăва пуçларĕ Муркаш районĕнчи Калайкассинче пурăнакан Галина Дмитриева. Малалла вулас...
Комментировать