Мускавра "Хыпар" Издательство çурчěн хаçачĕсене тишкереççĕ

19 Апр, 2017

Паян Мускавра "Наци сывлăхĕ - Раççей чечекленĕвĕн никĕсĕ" ятпа Пĕтĕм Раççейри 11-мĕш курав уçăлнă. Чăваш Ен те унта хăйĕн экспозицине тăратнă. Сумлă форума уçма Раççейĕн сывлăх сыхлавěн министрĕ Вероника Скворцова, Наци сывлăхĕн лигин президенчĕ Лео Бокерия тата ытти хисеплĕ çын хутшăннă.

Лео Бокерия Чăваш Енре сывлăха сыхлас  технологисене аталантарнине палăртнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Тав хучĕ хатĕрленĕ. Унта Наци сывлăхĕн лигин программисене тÿпе хывнăшăн ырăпа палăртнă.

Ыран Мускавра симпозиум иртмелле. Унта республикăн сывлăх сыхлавěн министрĕ Владимир Викторов Чăваш Енри сывлăх профилĕ пирки доклад тăвĕ.

Чăваш Ен хатĕрленĕ стенд республикăн Сывлăх сыхлавěн министерствин социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех кунти предприятисем туса кăларакан апат-çимĕç  валли те тивĕçлĕ вырăн уйăрнă. Сăмахран, Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн, "АККОНДăн", Чăвашпотребсоюзăн продукцийĕ пур. Апатпа кăна тутă пулаймăн. Республикăри хаçат-журналпа тата кĕнекесемпе те паллаштарать курав. "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене те Мускавсем кăмăлтан шĕкĕлчеççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать