Çуралнă тăрăх чуна çывăхрах

17 Апр, 2014

Ача чухне кам пулма кăна ĕмĕтленместпĕр-ши? Романтика шыравĕпе хĕмленсе шухăшпа таçта та пулса куратпăр. Май килсен çула тухатпăр.

Зоя Никитинăна та шăпа Çĕнĕ Шупашкара илсе çитернĕ. Кунта вăл тĕрлĕ строительство организацийĕнче вăй хунă: бетонщица, штукатур-маляр, кирпĕч хуракан... Çав вăхăтрах общество ĕçĕнчен те аякра тăман. Хăй вăй хуракан вырăнта комсомол организацийĕн секретарĕн, профком членĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартнăшăн ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, «Вуннăмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ» паллăпа, тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ят панă.

Хулари хăтлă хваттерте пурăнма мĕнешкел ырлăх! Апла пулин те пурăна киле Зоя Геннадьевна тăван еншĕн тунсăхлама тытăннă. Тепĕр чухне эпир, ялтан хулана пурăнма куçнă çынсем, хамăра читлĕхри кайăк евĕр туятпăр. Ирĕклĕхре - анлă уй-хир, улăх-çаран ытамĕнче - пулас килет. Зоя Никитина тăван яла - Красноармейски районĕнчи Яманака - таврăннă. Ашшĕ-амăшĕн кил вучахне сÿнтерес темен.

Зоя Геннадьевна çурта пысăклатса илемлетнĕ. Халĕ ăна çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтать. Кил хушшинче çăл чавтарнă. Пахча çимĕç иртерех туса илес тĕллевпе теплица хăтлăлатнă. Пысăках мар сад чĕртнĕ. «Çу кунĕсем çитсен канăç çук вара: çĕр улми, пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтеретпĕр. Ывăлпа хĕр пулăшаççĕ мана. Ара, çимĕçĕпе пĕрлех усă куратпăр вĕт», - тет ял пурнăçне ытарайманскер.

Кÿршĕсемпе, ял-йышпа вăл хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă. Пĕр-пĕрне пулăшасси ырă йăлара. Уçă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ăна. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ, «Красное Сормово» ООО ертÿçи Святослав Иванов тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Пантелеймонов пулăшу кÿнине пĕлтерчĕ кинемей. Вăл пурăнакан урама шыв пăрăхĕ хунă.

Зоя Никитина тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркелекен санитари кунĕсене, çуркунне-кĕркунне йывăç лартмалли уйăхлăха хутшăнать. Халĕ вăл - ялти 27 ватăн çĕр пайĕсене вырăнти хуçалăха арендăна памашкăн килĕшÿ тăвассипе ĕçлекен уполномоченнăй. Унпа пĕр шухăшли чылай: Зоя Иванова, Галина Пирошкина, Рена Иванова, Валентина Тимофеева, Татьяна Иванова...

Общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Зоя Никитинăна ял тăрăхĕн администрацийĕ чăваш халăх хаçатне «Хыпара» çырăнса панă.

Красноармейскинчи граждансен конференцийĕнче ăна район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. «Тăван кил мана тулли телей, савăнăç парнелет. Çуралнă тăрăх чуна çывăхрах çав», - тет Зоя Геннадьевна.

 

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.