Эпир пурăнакан вырăн таса-и?

15 Апр, 2017

Юр ирĕлсе пынăçемĕн пĕлтĕрхи йăх-яхран хăтăлса тавралăха сăн кĕртетпĕр. Ăçтан пуçтарăнать ун чухлĕ çÿп-çап? Транспорт чарăнăвĕ патĕнчен иртнĕ чухне, сăмахран, яланах пирус тĕпĕ куç тĕлне пулать. Купи-купипех выртать вăл. Мĕншĕн ура айнех пăрахса хăвараççĕ-ши ăна? Общество вырăнĕнче пирус туртма юраманнине те шута илесшĕн мар хăйсен сывлăхне хавшатакансем.

Командировкăна тĕрлĕ района çитнĕ май ял çынни пахчана йĕркене кĕртни аслă çул çинченех курăнать. Кÿршĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне халăх тĕрлĕ учреждени, çырма-çатра таврашне тасатать.

Чăваш Республикинче çулленех Пĕтĕм Раççейри экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕлекен кунсем иртеççĕ. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 5-мĕшĕчченех тăсăлаççĕ вĕсем. Çак вăхăтра Экологи пĕлĕвĕн кунĕ, Парксен маршĕ тĕлне тĕрлĕ мероприяти йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Ку ĕçе патшалăх, общество организацийĕсене, ватти-вĕттине явăçтараççĕ.

Çак эрнере Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн митрополичĕ Варнава пил панипе республикăн тĕп хулинче çуркуннехи субботниксем пуçланчĕç. Уяв умĕн Таса кĕçнерникун тавралăха тирпейлени уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртрĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева. Чăнах, хамăр пурăнакан вырăна йĕркене кĕртесси тата тасалăха упрасси — кашнин тивĕçĕ-ĕçĕ.

Константин Иванов ячĕллĕ сквертан пуçланнă субботнике 200 ытла çын — муниципалитет ĕçченĕсем, депутатсем, спортсменсем, волонтерсем — хутшăнчĕç. Вĕсем 130 михĕ çÿп-çап пуçтарнă. Паян та Шупашкарта тасалăх акцийĕ иртет, парксемпе скверсене тасатас ĕç малалла пырать.

Кăçал хуласемпе районсенче ака-çу уйăхĕсенче йĕркелекен тасалăх акцийĕсене Экологи çулталăкĕнче пурнăçламалли ĕç планне кĕртнине палăртса хăварас килет. Çапах пĕр вĕçĕм пуçтарса тăракан çĕрте мар, çÿп-çаппа вараламан вырăнта тирпей-илем хуçаланнине пирĕнтен кашниех ăша хывсан тем пекехчĕ.

ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов медицина ĕçченĕсем экологи субботникĕсене çулленех хутшăннине, больница таврашĕнчи тасалăхпа хăтлăх çакăнта ĕçлекенсен тата пациентсен кăмăлне уçнине палăртнă. Акă Хĕрлĕ Чутай район больницин ĕçченĕсем поликлиника çумĕнчи улмуççи турачĕсене касма ĕлкĕрнĕ. Çĕрпÿ район тĕп больницин специалисчĕсем кашни эрнерех субботнике пуçтарăнма калаçса татăлнă.

Ыйхăран вăраннă çут çанталăк симĕсленме пуçличчен пур çĕрте те ĕç вĕрет. Патăрьел районĕнчи Аслă Чеменсем урам хушшине тасатса тирпейленипе çырлахман, шăтăк-путăклă çула вак чул сарса тикĕсленĕ. Аслă çултисем çамрăксемпе танах вăй хунă. Халĕ яла кирек мĕнле техника та кĕрсе тухĕ.

Экологи çулталăкĕнче çут çанталăкпа çыхăннă конкурссем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ ирттерекен "Çут çанталăк патне — çичĕ утăм" конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне, тĕслĕхрен, Шупашкарти 20 шкултан 26 команда хутшăннă. 190 вĕренекен плакат, буклет ÿкернĕ, хаçат кăларнă, таврари çынсене экологи урокĕсене пуçтарнă. Çак ушкăнсем 85 мероприяти йĕркеленĕ. Халĕ командăсем "Эсĕ пурăнакан вырăнта таса-и?" ятлă видеороликсем хатĕрлеççĕ. Ачасен ĕçĕсене конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕнче хак парĕç.

Улатăр районĕнчи Стемасри шкулта истори вĕрентекенĕ Ирина Канова пĕрремĕш субботник йĕркеленĕренпе 98 çул çитнине халалласа ачасемпе калаçу ирттернĕ. 1919 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Мускав-Хусан чукун çулĕ çинчи ĕçе лайăхлатас тĕллевпе рабочисем виçĕ пăравус юсанă. Ĕçе шăмат кун каçхине пуçăннă. Каярах аталану тĕрлĕ тапхăрĕнче çынсем нимелле ĕçлеме пуçланă. Ырă çак йăла çулран çул вăй илсе пынине кашниех курать-пĕлет, субботнике хăй те кăмăлтанах хутшăнать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.