Чиркĕве нимелле çĕклеççĕ
Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче Мăнкуна хатĕрленсе тавралăха çÿп-çапран тасатаççĕ. Ку ĕçе пур ÿсĕмрисем те хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсем уяв сĕтелĕ валли апат-çимĕç янтăлаççĕ. Библиотекăна пуçтарăнакан ал ăстисем хĕрлĕ çăмарта лартмалли эрешсем çыхса тултарнă.
Çанталăк ăшăтнине кура чиркÿ çĕклекенсем ĕçе пуçăннă. Арçынсем Турă çурчĕн тăррине витетчĕç. Хĕрарăмсем вĕсене çитерме апат пĕçерсе килнĕ. Пысăк йыш валли витри-витрипе вĕтĕ кукăль, шÿрпе, нимĕр йăтнă вĕсем. Çакăнтах кирек хăш вăхăтра чей ĕçме уйрăм вырăн пур. Пурте пĕрле тăрăшса чиркĕве çитес вăхăтрах хута яма ĕмĕтленет ял-йыш.
Мăн Шетмĕри чиркÿ историйĕ 1752 çула илсе çитерет. Ун чухне кĕлĕ тумалли пĕр престоллă йывăç çурт пулнă. 1824 çулта чул чиркÿ хăпартмашкăн никĕс янă. 1828 çулта халăх укçипе — кашни çынран 6 пус пуçтарса — çĕклесе лартнă ăна. 1935 çулта Турă çуртне хупнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсен вĕçĕнче чиркÿрен ишĕлчĕк кăна тăрса юлнă. Апла пулин те халăх чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос çÿл тÿпене çĕкленнĕ кунпа çыхăннă «Юн пуххи» тĕн уявĕнче юн пасарне пуçтарăннă.
«Ача чухне Анаткасран Мăн Шетмĕ ярмăрккине чупаттăмăр. Чиркÿ тăрри курăнма пуçласан мĕнешкел савăнаттăмăр. Чăваш çи-пуçĕллĕ хĕрсем 2-шерĕн, 4-шарăн урампа умлă-хыçлă утса иртни çаплипех куç умĕнче. Кайран хамăр та çак йыша кĕтĕмĕр. Шел те, ĕлĕкхи йăла-йĕрке майĕпен манăçа тухрĕ», — иртнине таврăнать Серафима Григорьева. Сăмах май, вăл пекарньăра ĕçленĕ. Çак тăрăха ĕçпе е хăнана килекенсем кăпăшка вĕри çăкăр туянмасăр каялла кайман теççĕ.
«Ял пухăвĕнче çĕнĕрен чиркÿ çĕклес ыйтăва халăх темиçе хут та хускатнă. Çакна шута илсе 2014 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче кивĕ чиркÿ вырăнĕпе юнашар никĕс хывма пуçтарăнтăмăр. Малтанхи кунсенчех 80-90 çын таранчченех ĕçлеме тухрĕ», — палăртать Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева.
Ырă кăмăлĕшĕн, ĕçе йĕркелесе пыма пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ ку тăрăхра хĕрарăм ертÿçе. Вăл çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни куç кĕрет. Унăн ĕç пÿлĕмĕнче курăнакан вырăнта — кивĕ чиркÿ сăн ÿкерчĕкĕ, турăш пур. Кĕлĕ хăвачĕ инкек-синкекрен хăтарни, лăпкă пурăнма вăй пани, тĕне ĕненекен усал ĕç туманни тавра калаçрăмăр унпа. Çемье, ачасем, ĕç пуррипе телейлĕ вăл.
Укçа хывни сăваплă
Чиркĕве халăх вăйĕпе — нимелле — çĕклеççĕ. Ял администрацийĕн сайчĕ ĕç кал-кал пынине кăтартакан хыпарсемпе пуянлансах пырать. Акă, тĕслĕхрен, 2014 çулхи юпа уйăхĕнче алтарĕн сылтăм пайĕнче тимĕр капсула хурса хăварнă. Унта чиркĕве хăçан хăпартма пуçланине, тĕн вырăнти пĕрлешĕвĕн тата ĕçе хутшăнакансен ячĕсене çырнă. Çак вырăна тĕн тата влаç çыннисем килсе кайнине палăртса-асăнса хăварнă. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче чиркÿ тăррине купол вырнаçтарнă...
Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме, паллах, хулăн укçа кирлĕ. Таврари халăх май пур таран хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Пĕри — 30, тепри — 10, ыттисем — 5-шер, 1-ер пин, 500, 100-шер тенкĕ параççĕ. Пархатарлă çак ĕçе хаçат вулаканĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Мăн Шетмĕсем кирек мĕнле пулăшăва хапăл. «Енчен те сирĕн чиркÿ хăпартма тÿр килчĕ пулсан çакна Пÿлĕхçĕн пысăк парни вырăнне хурса йышăнмалла, апла тăк Турă сирĕн çылăхсене каçарĕ», — тенĕ Иоанн Кронштадтский протоиерей. Библире ырă кăмăлтан панă укçа пысăк тухăç паракан вăрра çаврăнни çинчен çырнă. Урăхла каласан, сăваплă ĕç тăвакан лăпкăлăхра-канлĕхре пурăнĕ, унăн утас çулĕ уçăлса пырĕ.
Венчете тăнă
Самартан тăван тăрăха куçса килнĕ Валентина Аксенова укçа паракансен ячĕсене уйрăм журнала çырса пырать. Аслă ÿсĕмрисем, сăмахран, хăйсемшĕн, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн 500-шер тенкĕ хывнине палăртать вăл. Хăшĕ-пĕри çемье бюджетĕнчен уйăхсерен укçа уйăрать. Тивĕçлĕ канурисем кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче куçарнă компенсацин пĕр пайне пырса панă ăна. Çамрăксем те укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшас тĕллевпе район центрĕнчи банкомат патне ятарласах кайса килнĕ тĕслĕхсем те пулнă.
«Эпир кайсан ачасем юлаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ чиркÿ тăвас ĕçе хутшăннине асра тытĕç», — ăнлантарать Валентина Анатольевна. Вăл тĕн уявĕсенче Ишекри чиркÿре юрлать. Самарта пурăннă чухне 20 çул ытла Пукрав аслă чиркĕвĕн хорĕн йышĕнче пулнă хĕрарăм. Унăн мăшăрĕ Геннадий Дмитриевич ĕмĕрĕпех водительте ĕçленĕ, 36 çул хушшинче 4 архиерея машинăпа кирлĕ çĕре леçнĕ. Иккĕшĕ те Сергий Радонежский преподобнăйăн медальне тивĕçнĕ. Халĕ Геннадий Аксенов чиркÿ çĕкленĕ вăхăтра кантурта Псалтирь вулать.
Кăçал Аслă типĕ пуçланиччен Аксеновсен мăнукĕ Семен авланнă. Чун ыйтнипе малтан венчет тăнă, унтан тин Мăшăрлану керменĕнче çырăннă çамрăк мăшăр. Тĕне ĕненекенсем пĕр-пĕрне хисеплесе-юратса пурăнĕç.
Типтерлĕ пурăнмалла
Малтанхи чиркÿ вырăнĕнче Кăлава Шетмĕре пурăннă Николай Иванов Турă çуртне çĕнĕрен тума пуличченех хĕрес лартнине палăртмалла. 4 çул каялла гангренăна пула унăн урине татнă. Апла пулин те çак вырăна Мăнкунччен тасатса тирпейлеме тăванĕсемпе пĕрле çулленех килет вăл.
Хальхинче хĕресе ывăлĕпе кĕрÿшĕ сăрларĕç. Николай Иванович кĕлĕ вуларĕ. Çакăнта килсе çÿрени пурăнма вăй-хăват хушнине шанать-ĕненет 80 çултан иртнĕ арçын.
«Çак вырăнта тахçантанпах Турă çурчĕ çук. Апла пулин те тĕлĕкре чиркÿре çÿретĕп пек. Çакăн хыççăн сăваплă çĕре хĕрес килсе лартас шухăш çуралчĕ. Ăна ăсталамашкăн ятарласах Куславккана кайнăччĕ», — чунне уçать тăван тăрăхшăн тунсăхланăскер.
Малтан кăнтăр еннелле лартнă вăл çак хĕресе. Ку хутĕнче хура тăхăннă арçынсем тĕлĕке килсе ăна хĕвел тухăç еннелле çавăрма каланă имĕш.
«Ура татнă чухне леш тĕнчене илсе каясшăн пулчĕç. Манăн шăпана татса парас тĕлĕшпе тавлашнине лайăхах ăнланса юлтăм. Ырă ĕç нумай тунă, çавăнпах çăлăнтăм», — çывăрнă вăхăтра каллех хăйне кăна ăнланмалла лару-тăрăва лекет вăл.
Николай Иванов ачаранпах тĕн уявĕсене чиркÿре паллă тунă. Халĕ Мăнкун çитессе чăтăмсăр кĕтет.
Темле йывăр пулсан та сăн-пичĕ кулăпа çуталать унăн. Çи-пуçĕ — типтерлĕ, аллинче — çĕрĕсем.
«Çыннăн хăйне юхăнтарма юрамасть. Ĕмĕр пĕрре килет, çавăнпах пурнан пурнăçра хитре тумланмалла, тăраниччен çимелле, вăй çитнĕ таран юратмалла», — вĕрентсе калать хура-шур курнăскер.
Чиркÿ çĕклеме пулăшакан çынна Пÿлĕхçĕ сыхлани-упрани патнех çаврăнса çитрĕмĕр ял-йышпа пуçарнă калаçура. «Турă пушă сăмахсене йышăнмасть. Вăл ĕçленине юратать. Юрату вăл — шăпах ырă ĕç туни», — Гаврил Ургебадзе çветтуй шухăшĕпе епле килĕшмĕн?
Марина ТУМАЛАНОВА.
Архив тата автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать