Деклараци пама манман-и?

12 Апр, 2017

18 çын пĕлтĕр 10 миллион тенкĕрен ытларах тупăш илнине пĕлтернĕ те ĕнтĕ

Налук службишĕн ака уйăхĕ питĕ хĕрÿ тапхăр. Деклараци йышăнмалли вăхăт вĕçленсе пынă май инспекцисене çĕр-çĕр çын пырать, электрон почтăпа вун-вун çыру килет. Деклараци кампанийĕ еплерех пыни çинчен РФ налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Красновпа пай пуçлăхĕ Татьяна Васильева каласа кăтартрĕç.

Налук службишĕн ака уйăхĕ питĕ хĕрÿ тапхăр. Деклараци йышăнмалли вăхăт вĕçленсе пынă май инспекцисене çĕр-çĕр çын пырать, электрон почтăпа вун-вун çыру килет. Деклараци кампанийĕ еплерех пыни çинчен РФ налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Красновпа пай пуçлăхĕ Татьяна Васильева каласа кăтартрĕç.

Алексей Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх — çулталăк пуçланнăранпа налук органĕсем уйрăм çынсенчен 3-НДФЛ формăпа 47,7 пин деклараци /2016 çулта — 120 пин/ йышăннă. «Çулталăкра пĕр миллион ытла тупăш илнине ĕнентерсе 1517 çын деклараци тăратнă. 18 çын 10 миллион тупăш илнине палăртнă, пĕр çыннăн тупăшĕ 500 миллион тенкĕпе танлашнă», — терĕ вăл.

Камсен деклараци тăратмалла-ха? Хваттерсемпе гаражсене, транспорта, çĕр пайĕсене тата ытти пурлăха тара паракансемпе сутакансен, уйрăм килсенче килĕшÿ туса ĕçлекенсемпе строительсен, репетиторсемпе тренерсен, лотерейăпа парне тата укçа выляса илнисен, предпринимательсемпе нотариуссен, адвокатсен...

Декларацие налукçă пурăнакан инспекцие çитерсе памалла е электрон почтăпа «вĕçтермелле». Электронлă мелпе ярса парас текенсен налук службин сайтĕнче «Налукçăн уйрăм кабинечĕ» интерактивлă сервисра регистрациленмелле. Сăмах май, унта Чăваш Енре пурăнакан 110 пин çын «çырăннă». Ку мелпе, ФНС ĕçченĕсем каланă тăрăх, çамрăксем уйрăмах ăнăçлă усă кураççĕ, аслăраххисем хăнăхнă йăлапа налук учрежденийĕсене пыраççĕ. Кампани ĕçне вăйлатас тĕллевпе инспекцисенче «хăна компьютерĕсем» вырнаçтарнă. Декларацие хатĕрлемешкĕн налук службин ĕçченĕсем вырăнтах пулăшаççĕ.

Налук службине çитнĕ декларацисене пурне те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Йăнăшсем тупса палăртсан кун çинчен декларантсене пĕлтереççĕ. НДФЛ налукĕсене утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тÿлесе татмалла. Алексей Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх — деклараци кампанийĕ кашни çул йĕркеллĕ иртет. Деклараци паракансен 95 проценчĕ хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать, кăлтăк сахал сиксе тухать.

Ака уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче налук инспекцийĕсенче Уçă алăксен кунĕ иртĕ. Унта пыракансен пур ыйтăвне те хуравлĕç. «Çынсем социаллă вычет илессипе уйрăмах кăсăкланаççĕ. Вычет илес текенсен те ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен документсем тăратмалла. Ку ĕçе те электронлă мелпе пурнăçлама май пур», — терĕ Татьяна Васильева. Аса илтеретпĕр: юлашки виçĕ çулта хваттер е çурт туяннисен, коммерциллĕ майпа вĕренекенсен, санаторире сипленнисен, хаклă эмел туянакансен тата ыттисен вычет илме ирĕк пур. Сăмах май, кăçал документсене 2014-2016 çулсемшĕн йышăнаççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.