Чăваш кадечĕсем - Раççейре чи лайăххисем!

Мускаври Пĕртăван Знаменскисен ячĕллĕ Олимп центрĕнче VI Пĕтĕм Раççейри «Стройпа утассин тата юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ!» конкурсăн финалĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин чысне унта виçĕ команда — Вăрнар районĕнчи Калинино вăтам шкулĕн М.П.Григорьев генерал ячĕллĕ «Искра» /ертÿçи — Л.Ефимов/, Муркаш вăтам шкулĕн «Патриоты тыла» /ертÿçи — С.Рожкова/, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн «Авангард» /ертÿçи — Э.Романов/ — хÿтĕленĕ. Конкурсăн теори, стройпа утассин тата практика тапхăрĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш кадечĕсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 27 команда хушшинче хăйсен ÿсĕм ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерÿçĕ-кадетсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă: «Педагогсене, ашшĕ-амăшне çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн чĕререн тав тăватăп», — тенĕ Михаил Васильевич. Ăмăрту вăхăтĕнче ачасене Чăваш Республикин РФ президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин, офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхĕн членĕсем, Мускавра тата Мускав облаçĕнче пурăнакан йăхташсем хавхалантарса тăнă. Юрий Акиньшин полпред Чăваш Ен кадечĕсен çĕнтерĕвĕ республика ертÿлĕхĕ çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлĕн ырă çимĕçĕ пулнине палăртнă. «Ăмăртăва хутшăнакансем çине пăхатăп та чун савăнать. Пирĕн çĕршыв шанчăклă алăра пулнине туйса тăнăран мăнаçлăх туйăмĕ вăранать!» — тенĕ полпред.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.