Хÿхĕм хĕрĕн алли çирĕп

11 Апр, 2017

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Эльмира Алеевăна модельпе танлаштарас килет. Илем конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнас вырăнне тутар чиперкки спорт арени çине тухса хăйĕн вăйне тĕрĕслет.

Патăрьел районĕнчи Ыхраçыр-ми ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр ачаранпах тантăшĕсенчен сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăнă. Амăшĕпе пĕрле пÿртри ĕçсене вĕçлесенех картише васканă. Унта ăна янаварсем кĕтсе тăнă. Чĕр чунсене юратакан хĕрача лашасен хушшинче чун канăçне тупнă. Эльмирăна çут çанталăк пăхаттир вăйне панă, ача чухнех вăл йывăрлăхран хăрамасăр «паттăрла» ĕçсем тунă. Шкул хыççăн юридици факультетне вĕренме кĕни те никамшăн та кĕтменлĕх пулман. Унтан вĕренсе тухсан вăл шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлеме ĕмĕтленет.

11-мĕш класс хĕрне физкультура учителĕ Ильфак Алеев шкул ачисен спартакиадинче армспорт енĕпе вăй виçме сĕнсен те тÿрех килĕшнĕ. «Эпĕ унта пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Тепĕр уйăхран республика ăмăртăвĕнче ылтăн медаль çĕнсе илтĕм. ЧПУра армспорт секцийĕ пурри те ăсталăхăма туптама пулăшрĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Алексей Атласкин мана хаваспах йышăнчĕ», — терĕ Эльмира. Атăлçи тăрăхĕнчи тата Раççейри чемпионатсенче малти вырăнсене йышăннăскер Европа ăмăртăвне лекнĕ.

— Ют çĕршыва 2014 çулта пĕрремĕш хут кайса куртăм. Баку хулине пухăннă пултаруллă спортсменсемпе кĕрешме тиврĕ. Паллах, пăлхантăм. Телее, иккĕмĕш вырăн. Никам та кĕтмен пулĕ эпĕ кунашкал çитĕнÿ тăвасса. Тепĕр виçĕ уйăхран тĕнче чемпионатне хутшăнтăм, кунта та ăнчĕ мана, — сăпайлăн йăл кулчĕ пике. Эльмира иртнĕ çул та тĕнче ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Секцие пĕрле çÿрекен Татьяна Новиковăпа /ЧПУ/ тата Алена Романовăпа /ял хуçалăх академийĕ/ пĕрле вĕсем Болгарирен çунатланса таврăннă.

— Армрестлингра алă чи кирли теççĕ. Чăннипе, ура вăйĕ те кирлĕ. #т-пĕвĕме пĕтĕмĕшле аталантармалла, — калаçăва тăсрĕ спортсменка. — Тренировкăна каймасан тем çитмен пек туйăнать. Спортпа туслă пулни вĕренÿре пулăшать, яланах пĕрремĕш пулас килет. Атте-анне малтан хирĕçчĕ. Медальсемпе таврăнма пуçласан тренировкăран юлма юрамасть теме тытăнчĕç.

11-мĕш класра вĕренекен шăллĕ те Эльмирăран тĕслĕх илет, вăл ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çÿрет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.